29 декабря 2012 г.
Çулталăкри тăватă квартал хыçала юлчĕ. Япăх мар тăрăшатпăр тесех калас килет. Тĕслĕхрен, кăçал 110 çынпа ĕçленĕ, 63 çынна учета илнĕ, 72-шне учетран кăларнă. Паянхи куна условнăй майпа айăпланă 47 гражданин ĕçĕ пирĕн инспекцинче. Кашни кварталтах «Условник» операци йĕркелени те пысăк витĕм кÿрет. Кăçал эпир шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе 64 рейд йĕркеленĕ, ял поселенийĕсенче пулнă.
Тăтăшах рейдсене çÿрени, профилактика мероприятийĕсем ирттерни чылайăшне пысăк витĕм кÿрет. Вĕсем хăйсен йăнăшне ăнланаççĕ, ÿкĕнеççĕ. Суд йышăнăвне туллин пурнăçлаççĕ. Хăйсене лайăх енчен тытакансене вăхăт çитмесĕрех учетран кăларатпăр. Кун пек тĕслĕхсем кăçал та пулнă. 7 çыннăн ĕçне суд тепĕр хутчен пăхса тухнă, йышăнăвне пăрахăçланă.
Шел те, явап тытнисем хушшинче суд йышăнăвне пурнăçламасăр ирĕк прависĕр тăрса юлнисем те пур. Вĕсене явап тыттарма тивет, суд ĕçе пăхса тухать. Кăçал çакăн пек 6 гражданина ирĕк прависĕр хăварнă.
Учетра тăракансенчен хăшĕ-пĕри тар тăксах тăрăшасшăн мар, ирĕклĕ пурнăçпа пурăнасшăн. Анчах та кун пек май килменнине ăнланаççĕ пулсан та, тĕрĕс çул вĕсемшĕн темшĕн ют.
Источник: "Каçал Ен"