29 декабря 2012 г.
Ĕçчен çынна ял савать, тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Çак сăмахсене Комсомольскинче пурăнакан Зинаида Герасимова çинчен каланăнах туйăнать. Ăна пĕлмен çын ялта сахал, пурте хисеплесе калаçаççĕ унпа, ĕçчен те ырă кăмăллă хĕрарăм çинчен ăшшăн сăмахлаççĕ.
Зинаида Михайловна Хирти Выçлинче çуралса ÿснĕ, шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн ялти фермăра дояркăра вăй хума пикеннĕ. Кăштахран Комсомольскинчи строительство организацине ĕçе вырнаçнă, штукатур-маляр пулса тăнă. Çавăнта ĕçленĕ чухне ĕçчен те тăрăшуллă хĕре çамрăк водитель Петр Герасимов куç хывнă. Вăхăт нумай та иртмен, вĕсем пĕр çемье чăмăртанă, Аслă Чурачăк ялĕнче килĕштерсе пурăнма пуçланă. 1980 çулта çемье Комсомольскине, ĕç вырăнĕ патне çывăхарах, куçса килнĕ. Пурăна-киле Герасимовсем çурт лартма та вăй çитернĕ.
Зинаида Михайловна штукатур-малярта пĕр вунă çул тăрăшсан, районти тĕп больницăра ача-пăча уйрăмĕнче хуçалăх енĕпе ĕçлекен сестрара вăй хума пикеннĕ, уйрăмра тирпейлĕх хуçалантăр, çирĕп йĕрке пултăр тесе тимленĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн та тата икĕ çул юратнă ĕçне кунсерен васканă вăл.
Халĕ вара З.Герасимова килĕнче кун кунлать. Çапах та кичемленсе ларма вăхăт çук унăн. Мăшăрĕпе картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ вĕсем. Мĕн çамрăкран тĕрлеме, çыхма юратаканскер, халĕ те алă ĕçĕнчен уйрăлмасть Зинаида Михайловна. Вĕсем патне пырса кĕрсенех кил хуçи хăйĕн аллисемпе хатĕрленĕ сĕтел çиттисем, минтер пичĕсем, кавирсем куç тĕлне пулаççĕ, хăйне евĕрлĕхĕпе, илемĕпе илĕртеççĕ. Каçсерен телевизор умне ларсассăн та аллине пански йĕпписем тытать ĕçчен хĕрарăм, юратнă мăнукĕсем валли алсиш-чăлха çыхать.Сăмах май, Герасимовсем виçĕ хĕре ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте вĕсем ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçчен те пултаруллă, çыхма, тĕрлеме ăста. Комсомольски районĕнчех хăйсен телейĕсене тупса çемьеленнĕ, халĕ тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Аслă хĕрĕ, Оксана, Кĕçĕн Каçал ялĕнче тĕпленнĕ, Пенси фончĕн районти управленийĕнче ĕçлет. Таня — район больницинчи хирурги уйрăмĕн операци сестри, Александровкăра пурăнать. Оля Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче библиотекарьте вăй хурать, хальхи вăхăтра ачапа килĕнче ларать. Хĕрĕсем çемйисемпе пĕрле час-часах тăван килне, ашшĕ-амăшне курма килеççĕ, пÿрте савăнăçлă шăв-шавпа тултараççĕ. «Аттепе анне — пирĕншĕн çĕр çинчи чи хаклă çынсем. Вĕсенчен яланах тĕслĕх илме тăрăшатпăр», — теççĕ вĕсем ăш-шăн.
Источник: "Каçал Ен"