АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илер!

29 декабря 2012 г.

Çĕнĕ çул асамĕ пире пурне те тыткăнлать, лайăх туйăмсем вăратса тата та нумайрах ырă ĕç тума хавхалантарать. Шăпах çак вăхăтра тавралăх шурă юрпа хупланса хитреленет, пирĕн кăмăл хăпартланать. Ачасем юр кĕлеткисем ăсталаса уява, Хĕл Мучипе Юр пикене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсем çеç те мар, эпир те, аслисем, çак пысăк уява чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, çутă малашлăх пирки ĕмĕтленетпĕр. Çакă — чăн-чăн савăнăç, телей, хавхалану, пурăнма вăй-хăват пани.

— Çĕнĕ çул çывхарнă май районта пурăнакансем мĕн пирки ĕмĕтленеççĕ-ха? Уява еплерех ирттерме палăртаççĕ?

Е.М.Яндрова, Асанкасси вăтам шкулĕн директорĕ: 2012 çул иртсе кайнине сиссе те юлаймарăм. Ытларах ĕç çине тимлĕх уйăртăм пулас. Ку çапла пулмалла та, маншăн, анчахрах шкул директорĕн должноçне йышăннă çыншăн, хăнăхмалли, вĕренмелли нумай пулчĕ. Йывăрлăхсем, чăрмавсем сиксе тухсан та пуçа усма юрамасть пурнăçра. Çакна девиз вырăннех шутлатăп. Ушкăнпа темле пысăк ĕçе те туса хума май килет. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнче вăй хуракансем, шкул директорĕсенчен Надежда Петрова (Нĕркеç), Татьяна Колпакова (Шурут), Людмила Макарова (Хырай Ĕнел), Александр Можаев (Хирти Мăнтăр) яланах пулăшса, хавхалантарса пычĕç. Хам тавра çакăн пек ырă çынсем, тус-юлташ пурри чăнах та питĕ çунатлантарать. Çĕнĕ çултан мĕн кĕтетĕп-ха; Çĕлен пек чашкăрса, вăрттăн сăхакансем ан пулччăр. Çемьери, ял-йышри, ĕçри, тĕнчери лару-тăрура тăнăçлăх хуçалантăр. Пĕр-пĕрне хисеплесси, сума сăвасси пурнăçра тĕп вырăн йышăнтăр. Пурне те Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп.

М.В.Мокеева, культура ĕçченĕсен районти профсоюз комитечĕн председателĕ: «Кашни çулах çак уява çемьепе ирттересси йăлана кĕнĕ. Пысăк уявра пĕрле пуçтарăнса савăннине мĕн çиттĕр. Мăнукăм Юля патне Хĕл Мучипе Юр пике парнепе килни те пысăк пулăм. Пĕчĕкскер еплерех хĕпĕртет. Уяв сĕтелĕ çине вара кашни çулах «Оливье» салат, пăшăхласа пĕçернĕ чăх хатĕрлетĕп.

Çĕнĕ çулпа çыхăннă чи асра юлнă самант та пур. Пĕрре юлташсемпе январĕн 1-мĕшĕнче дачăна çул тытрăмăр. Эх! Юр хÿсе лартнине пăхмасăрах çуртсем патне çитрĕмĕр, апат хатĕрлерĕмĕр, чей вĕретрĕмĕр. Уçă сывлăшра юрласа, ташласа савăнтăмăр».

З.М.Григорьева, РФ Ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕн управляющийĕ: «Пирĕн чăрăш питĕ капăр... Çапларах сăнарланса юлнă ачалăхран асăмри Çĕнĕ çул палли. Паянхи кун та çаплах пулĕ. Уявра пĕрле пухăнса юрланине, ташланине, савăннине мĕн çиттĕр!; Чи малтан Çĕнĕ çула ĕçтешсемпе уявласси йăлана кĕнĕ. Хĕл Мучипе Юр пикене аслисем те асамлăх туйăмĕпе кĕтетпĕр, савăнатпăр. Çĕлен çулĕ ăнăçупа ырлăх кÿтĕр, чи пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртме тата шанăçа тÿрре кăларма çĕнĕ вăй патăр. Клиентсене, ĕçтешсене, вулакансене Çĕнĕ çул ячĕпе!»

А.Г.Зайцева, «Орхидея» магазин хуçи: «Çĕнĕ çул уявĕсем пире асра юлмалли самантсем парнелеççĕ, ачалăхри çутă ĕмĕтсене аса илтереççĕ. Вăл — ачасемшĕн те, аслисемшĕн те савăнăç парнелекен вăхăт. Çĕнĕ çул умĕн ачасем Лиза, Степа, Родион Хĕл Мучи патне çыру çырчĕç. Ачасен ĕмĕчĕсем кашни çулах пурнăçланни вĕсене хăпартлантарать те. Çĕнĕ çул каçĕ пирĕн пата чăн-чăн Хĕл Мучи килсе саламлать. Ачасем чунтан хĕпĕртеççĕ.

Шанатăп: çитес çул çутă та пуян пулĕ, пире чылай кăсăк пулăмпа тата çĕнĕлĕхпе савăнтарĕ».

С.Ю.Токмакова, «Пучах» ача сачĕн заведующийĕ: «Куллен ачасемпе ĕçленĕрен çак уява ытларах ачасемшĕн интереслĕ те асра юлмалла йĕркелес килет. Ача садне çÿрекенсем уява, Хĕл Мучипе Юр пикене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, парнесемшĕн чунтан савăнаççĕ.

Ачасем çитĕннĕ пулин те килте елка лартасси йăлана кĕнĕ. Çĕнĕ çула яланах çемьепе уявлатпăр, тутлă апат-çимĕç хатĕрлетпĕр. Хаçат вулаканĕсене çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу сунатăп. Пурин чĕринче те яланах асамлăх туйăмĕ хуçалантăр.

С.Ф.Кокорева, райпо бухгалтерĕ: «Ĕçри çитĕнÿсемшĕн савăнатăп. Районта пурăнакансен кăмăлне туллин тивĕçтерес тесе куллен тĕрлĕ тавар илсе килетпĕр, ассортимент пуян пултăр тесе тăрăшатпăр. Çакă — организацин тĕп тивĕçĕ. Уявра кану кунĕсемсĕр ĕçлеме палăртатпăр. Çĕнĕ çул пысăк уяв, чунра асамлăх, ачашлăх çуратать. Килекен çулталăк, Çĕлен çулĕ, ăнăçлă та тухăçлă, çĕнĕ майсемпе çитĕнÿсен çулĕ пултăр. 2013 çулта пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн пĕрле тăрăшар».

Л.П.Калашников, пенсионер: «Уяв кунĕсенче тăван киле ачасем, мăнуксем пухăнсан чун савăнать. Мăшăр, Александра Димитриевна яланах сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрлет. Çĕнĕ çула çемьепе пĕрле пухăнса кĕтсе илесшĕн. Çитес çул кăçалхинчен те лайăхрах, тухăçлăрах, ырăрах пултăр».

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика