29 декабря 2012 г.
Çулталăк вĕçĕ — кăçал мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетмелли, килес çул валли çĕнĕ тĕллевсем палăртмалли вăхăт. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕç пÿлĕмне кĕнĕ чухне Михаил Романович шăпах тĕрлĕ отчетсем, таблицăсем тăрăх район бюджечĕ епле пурнăçланнине тишкеретчĕ. Пирĕн калаçу та çавăнтанах пуçланчĕ.
— «Бюджет вăл — пĕр пысăк кукăль. Ăна кашнинех тĕрĕс пайласа памалла. Пĕрне пысăкрах татăкĕ лекет, иккĕмĕшне — вăтамми, теприне тата — пĕчĕкреххи», — тенĕччĕ районăн 2012 çулхи бюджетне йышăннă чухне пĕр ертÿçĕ. Михаил Романович, хыçа юлакан çулта район хысни епле тулни çинчен каласа парсамăрччĕ.
— Комсомольски районĕн 2012 çулхи пĕтĕмĕшле бюджечĕ, улшăнусем, хушăмсем кĕртнĕ хыççăн, 390 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Çакна палăртам: халиччен кун пекки пулман. 81 миллион та 800 пин тенки — хамăр илнĕ тупăш (2011 çулта — 79 млн тенкĕ). Айккинчен инвестицисене явăçтарни (субсидисемпе субвенцисем) пысăк усă пачĕ.
Кăçалхи çул вĕренÿ тытăмĕшĕн уйрăмах питĕ ырă пулчĕ. Пĕтĕмĕшле калăпăшран 66 проценчĕ вĕренÿ сфери çине кайнă. Çакă вĕренÿ системине модернизациленипе те çыхăннă. Районти 6 шкулта 15 млн тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем тунă, çав шутран 6 млн тенки — хамăр тупăшран софинансировани шучĕпе хушнăскер. Кунсăр пуçне шкулсем валли тĕрлĕ оборудовани, инвентарь, учебниксем туяннă. Культура сферине те тимлĕхсĕр хăварман, Александровкăри, Кивĕ Сĕнтĕрти тата Çĕнĕ Мăратри информатикăпа культура центрĕсенче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ.
Обществăлла инфраструктурăна аталантарса 5,5 километр çула тĕпрен юсанă, Комсомольскинчи Центральная урамра 650 метр çĕнĕ асфальт çул сарнă.
— Ял хуçалăхĕн аталанă-вĕ çинчен «Каçал ен» хаçат çулталăк тăршшĕпех çырса тăчĕ. Çапах пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать çак отрасль пирки?
— Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çулталăка рентабеллĕ вĕçлес шанчăк пур. Çĕр улми ял хуçалăх предприятийĕсенче самаях пысăк лаптăк йышăнать, ăна сутса кассăсене тупăш кĕретех. Çак тымар çимĕçĕн сутлăх хакĕ тивĕçтермест пулин те, унăн хăй хаклăхне пĕчĕкрех тума хăнăхмалла. Туянакансене республика тулашĕнче шырамалла. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне аграрисем тĕрлĕ тĕллевсемпе 90 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ.
— Сирĕншĕн уйрăмах мĕнпе палăрса юлчĕ 2012 çул?
— Паллах, çĕнĕ ĕçе пуçăннипе. Чылай çул «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пынă хыççăн 2012 çул пуçламăшĕнче Комсомольски райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ пулма шанчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕ те маншăн çĕнĕ, çăмăлах мар паллах. Çапах туслă командăпа ĕçлеме аван. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов та тăван районăн социаллă-экономикăлла пурнăçне аванлатассишĕн тăрăшса пысăк пулăшу кÿреççĕ. Акă, район администрацийĕ тата депутатсем çине тăнипе Тукай Мишерĕнче шкул çумне тĕкĕлесе 60 вырăнлăх ача сачĕ, шкул валли столовăй, спортзал, Комсомольскинче 145 вырăнлăх ача сачĕ тăвасси пуçланчĕ. 2014 çулăн бюджет проектне Элпуç вăтам шкулĕн строительствине кĕртсе хăварма май килчĕ.
— Михаил Романович, Çĕнĕ çултан мĕн кĕтетĕр? Епле кĕтсе илесшĕн ăна тата район çыннисене мĕн сунас килет?
— Çĕнĕ 2013 çултан ыррине кăна кĕтетпĕр паллах. Район çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесен хамăрăн тупăша ÿстермелле, инвестицисем ытларах илсе килмелле. Кун пек майсем пулаççех тесе шутлатăп. Уява вара çемьепе пĕрле килте, тулăх сĕтел умĕнче кĕтсе илĕпĕр.
Районта пурăнакансене пурнăçра, ĕçре, финанс тĕлĕшпе тăнăçлăх сунатăп. Малашлăха çирĕппĕн пăхма, ыранхи куна пĕр шиксĕр ярса пусма пурин те хавал çитсе пытăр.
Источник: "Каçал Ен"