АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ертÿçĕсем те вĕренеççĕ

23 октября 2013 г.

Паянхи пурнăç условийĕсем пĕлĕве яланах ÿстерме, çĕнетме хистеççĕ. Ку вăл уйрăмах ертÿçĕсене тивет. Çакна патшалăх органĕсем йышăннă тĕрлĕ хушусем те çирĕплетеççĕ.

Акă, нумаях пулмасть районти вĕренÿ учрежденийĕсен 26 ертÿçине И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче хушма пĕлÿ илни çинчен дипломсем пачĕç. Директорсем хăйсен шутĕнчен тÿлесе çур çул ытла «Патшалăх тата муниципаллă учрежденисене ертсе пырасси» программăпа вĕренсе диплом ĕçĕсене ăнăçлă хÿтĕлерĕç. Çак ятпа вĕсене ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Л.В.Лялина профессор, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕренÿ пайĕн начальникĕ В.В. Осипов тата ыттисем саламларĕç, малашне те ĕçре ăнăçу сунчĕç.

М.ИВАНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика