23 октября 2013 г.
Октябрĕн 20-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче аслă ăру çыннисен «Спортивное долголетие» пĕрремĕш спартакиади пулнă. Унта районсемпе хуласенчен пуçтарăннă командăсем шывра ишсе, сĕтел çи теннисла, шашкăлла, шахматла выляса, дартс персе, аэробикăра тата эстафетăра тупăшнă. Унта командăсем тата пĕр-пĕрин хушшинче мала тухассишĕн хĕрÿ ăмăртусем пынă.
Раççей пенсионерĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Валерий Сапожников спартакиада Ваттисен кунне халалланă «Аслă ăрăва — чыс та мухтав» уйăхлăха хупакан мероприяти пулнине палăртнă. Чăваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министерствипе «Урожай» спорт обществи ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви, Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пулăшнипе пенсионерсем валли чăн-чăн спорт уявĕ йĕркеленĕ. Пирĕн районтан кайнă команда кунта хăйне лайăх енчен кăтартнă. В.И.Пундяков, В.В.Белков, В.В.Скворцов пенсионерсем дартсра чи çивĕччисемпе пултаруллисем пулнине çирĕплетсе панă, спартакиада кубокне çĕнсе илнĕ. Ишевçĕсен ушкăнĕнче Л.Н.Симендеева, А.П.Самаркин, А.Ф. Волков ăмăртнă. С.В.Зайцев шашкăлла выляса виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çăмăл атлетика эстафетине А.П.Самаркин, А.Ф.Волков, З.И.Варламова, Л.И.Григорьева, В.В.Скворцов хутшăннă.
— Асăннă ăмăртусене пирвайхи хут йĕркеленипе унта хутшăнакансене тупма та çăмăл пулмарĕ. Çапах маттур команда пухăнчĕ, район чысне ÿкермерĕ-мĕр, çакăншăн хастар чĕреллĕ пенсионерсене тав сăмахĕ калас килет. Кăçал хутшăннисем унта килес çулсенче те каяс кăмăл пуррине халех пĕлтерчĕç, — терĕ Чăваш Енри пенсионерсен союзĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Василий Пундяков.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"