АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕçре – 24 çул ытла

23 октября 2013 г.

Комсомольскинче пурăнакан Ю.Иванова «Хлебозавод» ОООра пекарь-бригадирта ĕçлет. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер, Юлия Григорьевна паянхи кун та ĕçре пултаруллисен шутĕнче. Вăл кунта 1989 çултанпах тăрăшать. Унăн ĕç стажĕ — 40 çул ытла.

«Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах колхоз хирĕсенче çум çумланă, йĕтем çинче те ĕçленĕ. Урăхла каласан, мĕн пĕчĕкренех аслисемпе тан тăрса ĕçе хăнăхнă», — терĕ çăкăр пĕçерекен.

Юлия Григорьевна, тивĕçлĕ канура пулсан та, юратнă ĕçне пăрахма шутламасть-ха. «Паллах, çăмăл мар кунта. Малтанхипе танлаштарсан ĕç калăпăшĕ ÿсрĕ. Апла пулсан та ĕç условийĕ çулран-çул çăмăлланать. Районта пурăнакансем уйрăмах эпир пĕçерекен «Дарницкий» çăкăра кăмăлласа туянаççĕ. 50 ытла тĕрлĕ кукăль, хуплу, пĕремĕк тата ытти те пĕçеретпĕр», — терĕ вăл.

«Ĕçне кура — хисепĕ», — теççĕ халăхра. Иртнĕ çул пархатарлă ĕçре тăрăшакана Раççей Федерацийĕн потребкооперацин наградипе чысланă.

Туслă коллективра — вăй. Çавăнпа та вĕсен ĕçĕ те кал-кал пырать.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика