19 октября 2013 г.
1954 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче СССР генеральнăй прокурорĕ «Прокурор-криминалист ĕçĕ çинчен» йышăну кăларнă. 2007—2011 çулсенче прокуратура органĕсене реформăланипе çĕнĕ следстви органĕ — Россия Федерацийĕн следстви комитетне туса хунă. Прокурор-криминалистсен службинчен следователь-криминалистсен служби пулса тăнă. Тĕрлĕ çулсенче кирек мĕнле улшăнусем пулса иртсен те çак тытăмăн пĕлтерĕшĕ çаплах юлнă — тĕпчев ĕçĕсен пахалăхне ÿстерес енĕпе ĕçлесси, йывăр тата уйрăмах йывăр преступлени пуласран асăрхаттарасси тата ытти те. Россия Федерацийĕн следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн криминалистика пайĕнче 7 çын тăрăшать. Вĕсем следовательсене вырăна тухса пулăшнипе сывлăхне йывăр сиен кÿнипе çын вилнĕ тĕслĕхсенче айăплисене тупма май килнĕ, вĕлернĕ тĕслĕхсене уçса парасси кăçал 97 процентран иртнĕ.
Преступлени тунă çынна явап тыттарасси — криминалистсен професси тивĕçĕ. Çавăнпа та вĕсем иртнĕ çулсенче уçса парайман ĕçсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2011—2013 çулсенче маларах тунă 133 преступление уçса панă. Следователь-криминалистсене çак ĕçре паянхи техника хатĕрĕсем, çĕнĕ эксперт тĕпчевĕсем пулăшаççĕ. Полиграфăн (урăхла «детектор лжи» теççĕ) эффективлăхĕ уйрăмах пысăккине палăртаççĕ, ун пулăшăвĕпе Çĕнĕ Шупашкарти хĕрарăма тата Элĕк районĕнчи çул çитмен хĕрачана вĕлерекенсене палăртма май килнĕ. UFED Touch ятлă техника вара преступлени пулнă вырăнта çын куçне курăнман йĕрсене тупма пулăшать. Усал ĕçсене уçса парас тĕллевпе ытти меслетсемпе те криминалистсем анлăн усă кураççĕ.
Д.ТАЗЮКОВ.
Источник: "Каçал Ен"