19 октября 2013 г.
Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикине икĕ кунлăх ĕçлĕ çул çÿревпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăл çи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич килсе çитнĕ. Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕсем еплерех пурнăçланса пынине, республикăн бюджет тытăмне, экономика секторĕн çул-йĕрĕсене, социаллă тытăмри ыйтусене сÿтсе явнă. РФ Президенчĕн федерацин Атăл çи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Çĕрпÿ районĕнчи Туçа ялĕнче пулса иртнĕ инкекрен çынсене хăтарассипе Чăваш Енри влаçсем хăйсем çине илнĕ яваплăха туллин те кирлĕ пек пурнăçланине палăртнă. Килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă çынсен ыйтăвĕсене туллин пурнăçланине каланă. Пурне те юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне капмар та çутă, хăтлă çуртсемпе тивĕçтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Михаил Бабича республикăна пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕ каланă. РФ Президенчĕн Указĕсем пурте пурнăçланса пыраççĕ. Демографи лару-тăрăвĕ аванланать, иккĕмĕш çул харăсах, çуралнисен шучĕ сисĕнмеллех ÿссе пырать. ПФОпа илес пулсан пĕчĕк пепкесен вилессин кăтартăвĕ чи пĕчĕккисен шутĕнче пулни паха. Бюджет тытăмĕнчи ĕçченсен тапхăр-тапхăрăн ĕç укçин шайĕн виçи хăпарсах пырать. Анчах та çул-йĕр çинче пулакан инкексен хисепĕ пысăк пулни пăшăрхантарать. «Машинăпа тата çуран çÿрекенсен çул çинче тимлĕрех пулма тăрăшмалла», — палăртнă Михаил Игнатьев. Ача сачĕсенчи черетсене пĕтерес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Чăваш Ен ача сачĕсенчи çĕнĕ вырăнсем уçассипе Раççейри чи лайăх 10 регион-лидерсем шутне кĕнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле тата çĕнĕ 8 садик хута яма палăртса хунă. Ку вара 3 çулхи ачасен черечĕпе çыхăннă ыйтăва пĕтĕмпех татса пама пулăшать. 2015 çулта çулталăк çурăри ачасене садике вырнаçтарассин ыйтăвĕсене те пĕтĕмпех пурнăçлама палăртнă», — тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн Михаил Игнатьевпа Михаил Бабич хоккей вылянă. Хоккей матчĕ Шупашкарти «Çĕнĕ ăру» катокра «Спартак» стадионĕнче иртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе РФ Президенчĕн федерацин Атăл çи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ «Трактор» командăшăн вылянă.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
Источник: "Каçал Ен"