АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

16 октября 2013 г.

Октябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче 1247 гектар çинчен çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ, тата пурĕ 210 гектар юлнă.

Районти хуçалăхсенчен «Слава картофелю» агрофирмăпа Минатуллинăн фермер хуçалăхĕн — 40-шер гектар, «Кызыл сабанчан» — 37, Самаринсен икĕ фермер хуçалăхĕн 25-шер гектар «иккĕмĕш çăкăр» кăлармалли юлнă.

Лайăх çанталăкăн кашни минучĕпе усă курмалла. Район администрацийĕн, Комсомольски райповĕн, районти тĕп больницăн, культура тытăмĕн ĕçченĕсем «иккĕмĕш çăкăра» кăларас ĕçре çанă тавăрса тăрăшаççĕ. Акă, вĕсем пулăшнипе «Дружба» ЯХПКн, Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕн уй-хирĕсенчен çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ те. Халĕ маттурскерсем Минатуллинăн фермер хуçалăхĕн уйĕсенче тăрăшаççĕ. Йывăр вăхăтра ял хуçалăх ĕçĕсенчен айккинче юлманшăн вĕсене пурне те пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

Ш. ЗЕЙНУТДИНОВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика