АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Каçал ен» хаçат парнисемшĕн

16 октября 2013 г.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни этеме ÿт-пÿ çеç мар, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те сывлăхлă пулма май парать, ĕçлес пултараслăха ÿстерет. Çакна тĕпе хурса октябрĕн 13-мĕшĕнче çуллахи спорт сезонĕ хупăннă ятпа ăмăрту йĕркелерĕç те ĕнтĕ «Каçал ен» хаçат ĕçченĕсем.

Чи малтанах ăмăртăва хутшăнакансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин, «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Г.Шуряшкина, районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Е.А.Тихонов сăмах каларĕç, эстафетăра ăнăçу сунчĕç. Тĕп хуламăртан килнĕ хăна стадиона килнĕ кашни спортсмен çĕнтерÿçĕ пулнине те палăртрĕ.

Ушкăн хыççăн ушкăн старта тăчĕ. Чи малтанах районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем старта тухрĕç. Хĕрÿ тупăшура Чĕчкенсем чи пултаруллисем пулчĕç, пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Хирти Явăшсемпе Хырхĕррисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ун хыççăн районти вăтам шкулсенче 6—9-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем вăйĕсене виçрĕç. Çакăнта вара Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди çивĕччи пулчĕ, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Хырай Ĕнелсемпе Асанкассисем.

Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Районти вун пĕр шкултан килнĕ спортсменсенчен чи маттуррисем Аслă Чурачăксем пулчĕç. Сăмах май, çак шкулта пĕлÿ пухакансем кăçалхипе пиллĕкмĕш хутчен çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Кунта, паллах, физкультура учителĕн Валерий Иванович Плешковăн тÿпи пысăк. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Нĕркеçсемпе Хырай Ĕнелсем тухрĕç.

Аслисенчен ăмăртура 4 команда вăй виçрĕ — район администрацийĕнче ĕçлекенсем, районти спорт ветеранĕсем, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнисем тата районсем хушшинчи 2-мĕш №-лĕ налук инспекцийĕнче тăрăшакансем. Пĕрремĕш вырăна Хырай Ĕнелсем йышăнчĕç. Иккĕмĕшсем — налукçăсем, ветерансем виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

Юлашкинчен çĕнтерÿçĕ-командăсене Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе наградăларĕç. Тăватă ушкăнра пĕрремĕш вырăна тухнă командăсем çитес çулхи çур çулта тÿлевсĕр хаçат илсе тăма тивĕç пулчĕç.

Мероприятире чи лайăх вăхăт кăтартнă спортсменсене ятранах палăртрĕç. Артем Мартынов (Хырай Ĕнел), Расиль Алимов (Чĕчкен), Артем Филиппов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) тата Александр Соловьев (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) та наградăсене тивĕçрĕç.

Ăмăртăва ирттерекен йĕркелÿ комитечĕ районти спортпа физкультурăна аталантарас ĕçре тăрăшакансене те парнесемпе чысларĕ. Вĕсенчен пĕри — Вăрманхĕрри Чурачăкра пурăнакан Вениамин Васильевич Белков. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ паянхи кун та районти пур спорт мероприятийĕсене хутшăнать.

«Каçал ен» хаçат редакцийĕн коллективĕ Кияметдин Садыртдинович Мифтахутдинова ăмăрту ирттерме пулăшу панăшăн чĕререн тав тăвать.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика