12 октября 2013 г.
Кĕр кунĕсем çитсе тăчĕç, вĕсемпе пĕрле — Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ те. Çав ятпа Комсомольскинчи культурăпа кану çуртĕнче асăннă сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене пуçтарчĕç. Вĕсене тĕрлĕ юрă-ташăран пуян концертпа савăнтарчĕç. Район администрацийĕн культура секторĕн ертÿçи В.С.Васильев ватăсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, хальхи ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ. Ветерансем хăйсем ĕçленĕ вăхăтсене аса илчĕç. Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ М.В.Мокеева, ветерансен совечĕн председателĕ В.Т.Яковлева калаçрĕç, пурне те ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç.
Малаллахи калаçу уяв сĕтелĕ хушшинче, «Сеньора» кафере, иртрĕ. Ваттисен кунне хаваслă, усăллă йĕркеленĕшĕн ветерансем ертсе пыракансене чунтан тав туса ăнăçусем сунчĕç.
М.МОКЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"