12 октября 2013 г.
Чăваш Республикинче пурăнакансен пурлăх тата çĕр çине хунă налуксене ноябрĕн 1-мĕшĕнчен, транспортшăн — ноябрĕн 5-мĕшĕнчен кая юлмасăр тÿлемелле. Унччен вăхăт пур-ха тесе шутласан та, налук органĕсем тÿлевсене юлашки кунсене хăварма сĕнмеççĕ. Хăйсен тивĕçне çав кунсемччен пурнăçламаннисен кайран пени тÿлеме тивет.
Çÿлерех асăннă налуксем регион тата вырăнти бюджетсене пырса кĕреççĕ, пухăннă укçа-тенкĕ социаллă программăсене пурнăçланă çĕре каять.
Енчен те эсир уведомление çухатнă е илмен те пулсан, ăна www.r21.nalog.ru сайтра «Личный кабинет налогоплательщика для физических лиц» сервис урлă кăларма пулать, анчах та малтан сайтра регистрациленсе пароль илмелле. Тÿлев квитанцийĕ çухалсан вара ăна, налук суммине ас тăватăр пулсан, «Заплати налоги» сервисра тупма пулать. Кунтах налуксене Интернет урлă тÿлеме май пур.
Уведомленипе пĕрле налук органĕсемпе хутшăнмалли заявлени формине ярса параççĕ. Унпа налук виçине е урăх информацие тĕрĕс мар кăтартнă чухне çырса пĕлтермелле. Енчен те сирĕн çăмăллăхсем пур-тăк, ун çинчен заявленипе пĕлтермелле, çирĕплетекен документсене пĕрле памалла.
Раççей Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕ налуксене тÿлесси кашни çыннăн конституци тивĕçĕ пулнине аса илтерет, çав тивĕçе вăхăтра пурнăçлама чĕнсе калать.
Источник: "Каçал Ен"