12 октября 2013 г.
тет Мария Федорова — «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕн техник-осеменаторĕ. Вăл кунта 1986 çултанпа тăрăшать.
Мария Андреевна вăтам шкултан вĕренсе тухсан техникумра зоотехник специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн Шăмăршăра ĕçлесе опыт пухнă.
«Чун тăван енех туртрĕ. Телее те ялтах тупрăм»,— терĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.
Сăмах май, унăн мăшăрĕ те, Василий Алексеевич, хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Вăл 30 çул ытла водительте тăрăшать.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"