09 октября 2013 г.
Районти полици ĕçченĕсем иртнĕ 9 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.
Çав хушăра вĕсем яланхи пекех районта пурăнакансен канлĕхне, прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлес енĕпе вăй хунă, оперативлă лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытса тăнă.
...Нумаях пулмасть Комсомольскинче пĕр чăрсăр преступлени пакунлисене канлĕх çухаттарнă. Ĕç-пуç çапла пулса иртнĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухнă ватă мăшăр каçхине 10 сехетре такам шакканипе урамри алăк патне тухнă. Çав вăхăтра вĕсем çине иккĕн тапăннă, çĕçĕпе хăратса укçа ыйтнă. Кил хуçи çухалса кайман, питне хупласа тăхăннă япалана хывса илнĕ. Çĕçĕллĕ хурахпа тытăçса ар çыннăн аллине те амантнă.
«Хурахсене шырава панă. Паянхи кун пысăк генетика экспертизи ирттеретпĕр, ăна Хусанта кăна тăваççĕ», — терĕ аслă следователь Марина Евдокимова, уголовлă ĕçе тĕпчекенскер.
— Иккĕлентерекен çынсем пырса шаккасан тăхтаса тăмасăрах телефонпа полицие шăнкăравламалла. Май килнĕ таран ас туса юлмалла, тĕрĕс каласа памалла. Çавăн чухне кăна преступлени çулĕ çине тăракансене вăхăтра шыраса тупса суд тенкелĕ çине лартма пулать. Общественность та пулăшасса шанатпăр. Хурахла тапăнакансем çинчен мĕнле те пулин информаци пулсан районти шалти ĕçсен пайне шăнкăравлама ыйтатпăр, — терĕ юстици майорĕ.
Суя укçапа улталасси те пулнă районта. Акă, çулла пĕр хĕрарăм «Юлия» магазинта 5 пинлĕх суя укçана вакласа пама ыйтнă. Тавар сутакан «Билет банка приколов 5 000 дублей» çырнине те курман-çке.
Суя укçана ваклаттарнă хĕрарăм тĕлĕшпе РФ Уголовлă Кодексĕн 159 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, тĕпчесе Елчĕк район судне ярса панă. Çапла, суяпа малалла каяймăн.
М.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"