АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсене чысларĕç

09 октября 2013 г.

Октябрĕн 4-мĕшĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, районти культурăпа кану центрĕнче вĕрентекенсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Уяв программине Нĕркеç вăтам шкулĕн директорĕ Надежда Петрова ертсе пычĕ.

Чи малтанах район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов районта иртнĕ «Çулталăк учителĕ — 2013» конкурса пĕтĕмлетрĕ, çĕнтерÿçĕсене сцена çине тухма ыйтрĕ. Вĕсем: Гузель Хайртдинова çĕнтерÿçĕ (Тукай Мишер) тата Надежда Воробьева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Галина Краснова (Александровка), Светлана Индюкова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) конкурс лауреачĕсем. Çавăн пекех Николай Аркадьевич кăçал иртнĕ «Самый классный классный» конкурса та пĕтĕмлетрĕ. Пĕрремĕш вырăна Тăманлă Выçли пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче тăрăшакан Надежда Логинова çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Гелюса Мавлютова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) тата Петр Родионов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) йышăннă. Вĕсене саламласа районти вĕренÿ пайĕн ĕçченĕ Алексей Яковлев сăмах каларĕ. Ун хыççăн сцена çинче Ксения Гришина юрă шăрантарчĕ, районти ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем (ертÿçисем Татьяна Ивановăпа Лариса Григорьева) ташăсемпе савăнтарчĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотисене тата укçа-тенке тивĕçнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев саламларĕ. «Вĕрентекенĕн ĕç укçи çулсерен хушăнса пырать, инновациллĕ проектсене пурнăçлама грантсем уйăраççĕ, çамрăк вĕрентекенсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултараççĕ. Сирĕн ĕçĕр пархатарлă, пысăк тав пурне те. Уйрăмах ветерансене», — терĕ Михаил Романович ырлăх-сывлăх сунса.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕрентÿри пысăк çитĕнÿсемшĕн Сергей Антонова тата Татьяна Волковăна (иккĕшĕ те — Александровка), Петр Родионова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Геннадий Петрова (Хырхĕрри), Гузель Хайртдиновăна (Тукай Мишер) чысларĕ. Çавăн пекех Хисеп грамотисене Ирина Исаева (Асанкасси), Гелюса Мавлютова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Светлана Петрова (Хырай Ĕнел), Людмила Сенатова (Çĕнĕ Мăрат), Надежда Смирнова (Кĕçĕн Çĕрпÿел) тата Марина Федорова (Шурут) тивĕçрĕç.

Ун хыççăн районти педагогсене уяв ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Петр Краснов ăшă сăмахсем каларĕ. «Питĕ кирлĕ тата пархатарлă ĕçре тăрăшакансене пур кăмăлтан ырлăх-сывлăх сунатăп», — терĕ Петр Степанович. Вăл Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе Светлана Абукинана (Хырай Ĕнел), Елизавета Астрахановăна (Хирти Мăнтăр), Назыря Ахметсафинана (Тукай Мишер), Алина Бурлаковăна («Пучах» ача сачĕ), Мария Григорьевăна (Хирти Явăш), Дина Гималтдиновăна (Тукай Мишер), Любовь Наумовăна (Çĕнĕ Мăрат), Альбина Рамскаяна (Тăманлă Выçли), Раиса Сапожниковăна (Кĕçĕн Çĕрпÿел), Елена Терентьевăна (Асанкасси) тата Нурдания Тукаевăна (Урмаел) чысларĕ.

Тĕп хуламăртан килнĕ хăна районти шкулсенчи учительсене Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ тата наука министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Вĕсене Галина Никифорова (Аслă Чурачăк), Антонина Прокопьева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Фения Салеева (Чĕчкен), Минсылу Сулейманова (Урмаел), Клара Филиппова (район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ) тата Мария Шишкина (Александровка) тивĕçрĕç.

Çавăн пекех «Почетный работник общего образования Российской Федерации» ята Маргарита Кондратьевăпа Валентина Краснова (иккĕшĕ те Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен), Галина Краснова (Нĕркеç), Надежда Тимофеева (район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ) тата Галина Молокова («Хĕвел» ача сачĕ) педагогсем тивĕçрĕç.

М.ИЛЛАРИОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика