АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв ирттертĕмĕр

05 октября 2013 г.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцинче Ваттисен кунне ирттерчĕç.

Чи малтанах пухăннисене станци начальникĕ Р.М.Велимухаметов, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов ăшă сăмахсем каларĕç, ватăсене ырлăх-сывлăх сунчĕç. «Хăвăрăн ĕмĕрте эсир тем те курнă, пурнăçăн мĕн пур тĕрĕслевне чыслăн чăтса ирттернĕ», — терĕç вĕсем.

Ун хыççăн тивĕçлĕ канăва тухнисем районти патшалăх ветслужбинчи ветерансен совечĕн йышне суйларĕç, унăн председателĕ пулма В.Н.Чертынова шанчĕç.

Малалла мероприяти çавра сĕтел хушшинче иртрĕ. Ветерансем хăйсене сума сунăшăн, манманшăн, яланах тачă çыхăну тытнăшăн ертÿçĕсене тав турĕç.

В.НИКИФОРОВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика