05 октября 2013 г.
Авари пулма пултаракан çуртсенчен çынсене куçарассине, çав çуртсене пăсассине Чăваш Енре республикăн «Чăваш Республикин территорийĕнче граждансене авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» программипе килĕшÿллĕн пурнăçланă. 2008 çултанпа программăна пурнăçлама пĕтĕмпе 1921,7 млн тенкĕ уйăрнă. Çав шутра фонд укçи — 1417,8 млн, республика бюджетĕнчен — 449,9 млн, вырăнсенчи бюджетсенчен — 54 млн тенкĕ. Нумай хваттерлĕ 460 çуртра пурăннă 5,2 пин çынна (1926 çемьене) куçарнă.
2013— 2015 çулсенче Чăваш Енре нумай хваттерлĕ, юхăннă тата 822 çурта пăсмалла — пĕтĕмпе 157,6 пин тăваткал метр ытла. Вĕсенче 12,6 пин çын (4810 çемье) пурăнать.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2013 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче кăларнă 168-мĕш йышăнупа республикăн 2013—2015 çулсенче «Чăваш Республикин территорийĕнче граждансене авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» программине çирĕплетнĕ, унпа килĕшÿллĕн юхăннă çурт-йĕр фондне туллин пĕтерме палăртнă.
Программа валли уйăрнă укçан пĕтĕмĕшле виçи 4585,44 млн тенкĕпе танлашать. Çав шутра фонд укçи — 868,2 млн, республика бюджетĕнчен — 482,2 млн, вырăнсенчи бюджетсенчен — 26,6 млн тенкĕ.
3,5 пин çынна е 1,4 пин çемьене куçарма, юхăннă тесе йышăннă нумай хваттерлĕ 246 çурта тĕп тума палăртнă.
Паянхи кун тĕлне республикăна фондран 260,5 млн тенкĕ (30 процент) килнĕ, çак укçана республикăн 167,1 млн тенкипе пĕрле Чăваш Енри районсемпе хуласене граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна пурнăçлама ярса панă. Юлнă укçа фондран унта çурт-йĕр тумалли е туянмалли муниципалитет контракчĕсене тăратнă тата хÿтĕленĕ хыççăн килет.
Палăртмалла: Патшалăх корпорацийĕ — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фонд 2016—2017 çулсем валли хушма 333,8 млн тенкĕ уйăрнă.
Источник: "Каçал Ен"