АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашстат рациона тишкерет

28 сентября 2013 г.

Раççейре пуçласа халăх апатланăвĕн рационĕ мĕнлерех пулнине суйласа илсе тишкерес ĕç пырать. Сăнав-тишкерĕве ку çул тăршшĕпех кил-хуçалăхĕсенче умлăн-хыçлăнах икĕ тапхăрпа ирттереççĕ, кайран вара сезонри тĕп кăтартусене пĕтĕмлетнĕ чухне вĕсене шута илеççĕ.

Сăнавăн пĕрремĕш тапхăрĕ ака - çу уйăхĕсенче иртнĕ, иккĕмĕш тапхăрĕ авăн уйăхĕн варринче пуçланнă. Тишкерĕве пурĕ 45 пин, çав шутра Чăваш Енре 440 кил-хуçалăха явăçтараççĕ. Унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче, çавăн пекех Элĕк, Комсомольски, Патăрьел, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар тата Тăвай районĕсенче, Çĕнĕ Лапсар пек хула евĕрлĕ поселокра пурăнакансем хутшăнаççĕ.

Малтанхи хутĕнчи пекех, интервью илме чтарласа хатĕрленĕ, Патшалăх статистикин федераллă службин удостоверенийĕсене панă çынсене çуркунне тĕпченĕ кил-хуçалăхсенче пурăнакансенчеех халăхăн кĕркуннехи рационне тунă чухне мĕнле улшăнусем кĕртмеллине ыйтса пĕлеççĕ. Талăклăх тунă кун кĕнекин ятарлă бланкĕнче вĕсем иртнĕ кунсенче çемьен мĕн пур членĕсем мĕнле продуктсемпе тата блюдăсемпе мĕн чухлĕ усă курнине таа вĕсене пайăррăн хак панине çырса хураççĕ. Апатлану пирки илекен информацисĕр пуçне респондентсем демографи тата социаллă пурнăçĕпе экономикин хаклавĕсен, кил-хуçалăхсен пурлăх тивĕçтерĕвĕн шайĕн, апат-çимĕç продукчĕсене ăçтан илнин кăтартăвĕсене пуçтараççĕ.

Сăнав кăтартăвĕсем демографии политикине пурнăçа кĕртмелли мерăсене, çынсене пурăнма кирлĕ виçепе тата сахал тупăшлă çемьесене ятран паракан социаллă формăсене палăртнă май апат-çимĕç продукчĕсен пуххине тумалли сĕнÿсем хатĕрленĕ чухне кирлĕ пулаççĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика