14 сентября 2013 г.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, Атăлçи федераллă округĕнче сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне апат-çимĕç хакĕ — чи пĕчĕкки.
Тĕслĕхрен, тулă çăнăхĕ — 22,51 тенкĕ, çакă Пермь тăрăхĕнчен 16,4 процент йÿнерех, унта çăнăх — 26,93 тенкĕ;
çĕр улмин пĕр килограмне 13,37 тенкĕпе туянма пулать, Киров облаçĕнчипе танлаштарсан 35,2 процент йÿнĕрех. Унта «иккĕмĕш çăкăра» 22,62 тенкĕпе туянаççĕ;
панулмин пĕр килограмĕ — 47,89 тенкĕ, Пермь тăрăхĕнчипе танлаштарсан 31 процент йÿнерех.
Çавăн пекех ытти апат-çимĕçе те пирĕн тăрăхра вăтам шайри хакпа туянма пулать. Сăмахран, ырашпа тулă çăкăрĕ — 26,03 тенкĕ (2-мĕш вырăн), Самар облаçĕнче çăкăр хакĕ 32,89 тенкĕпе танлашать;
купăста — 11,40 тенкĕ, Киров облаçĕнче унăн хакĕ — 17,42 тенкĕ;
сухан — 17,91 тенкĕ (4-мĕш вырăнта), Киров облаçĕнче ăна 23,91 тенкĕпе туянаççĕ;
мăйракаллă шултра выльăх ашĕ — 232,38 тенкĕ (3-мĕш вырăнта);
сысна ашĕн хакĕ — 182,04 тенкĕ (3-мĕш вырăнта), Пермь крайĕпе танлаштарсан 20,2 процент йÿнерех;
чăх какайĕ — 94,47 тенкĕ (3-мĕш вырăн);
кишĕр — 20,92 тенкĕ (3-мĕш вырăнта), чи пысăк хак Киров облаçĕнче — 34,14 тенкĕ;
шăннă пуллăн пĕр килограмне 73,98 тенкĕпе туянма пулать;
хăйма — 106,16 тенкĕ, Пермь тăрăхĕнче чи пысăк хак – 127,75 тенкĕ;
хура тулă кĕрпи — 29,30 тенкĕ (4-мĕш вырăн), Пермь облаçĕнчипе танлаштарсан пирĕн тăрăхра вăл 30,7 процент йÿнĕрех;
маргарин — 67,45 тенкĕ (5-мĕш вырăнта);
çемçе тата хытă йышши сыр — 272,40 тенкĕ (6-мĕш вырăнта), Пермь тăрăхĕнче ку продукт 8,4 процент хаклăрах, 297,29 тенкĕ;
сахăр — 32,45 тенкĕ (6-мĕш вырăн).
Атăлçи федераллă округĕнчи регионсем хушшинче Чăваш Республикинче вăтамран ÿсен-тăран çăвĕ — 73,60 тенкĕ, çăмарта — 36,18 тенкĕ, рис —36,75 тенкĕ, вир кĕрпи — 23,27 тенкĕ, вермишель — 38,49 тенкĕ, тăвар — 10,12 тенкĕ, услам çу хакĕ — 250, 81 тенкĕпе танлашать.
Источник: "Каçал Ен"