АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Аслă ÿсĕмрисене – чыс та мухав»

02 октября 2013 г.

Ваттисен кунне халалласа çакăн пек ятпа республикăра уйăхлăх пуçланнă. Раççейри пенсионерсен канашĕ пуçарнă акцие тивĕçлĕ канăва тухнисене тимлĕх уйăрас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче пĕччен пурăнакан кинемей-мучисене хуçалăхри ĕçсене тума пулăшĕç, Ветерансен çурчĕсенче тата культура керменĕсенче концертсем, тĕл пулусем иртĕç. Вĕсен сывлăхне çирĕплетессипе Шупашкарта «Сывлăх сукмакĕ» акци йĕркелĕç. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Салют» кермене уяв программине йыхравлĕç.

Тепĕр пулăм — аслă ÿсĕмрисен спартакиади. Ăмăртусем кашни район-хулара иртĕç, финал Çĕнĕ Шупашкарта пулĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче пенсионерсем валли компьютер курсĕ уçăлĕ. Каласа хăвармалла: ваттисен йышĕнче çĕнĕ техникăпа усă курма пĕлекен сахал мар. Çакна республикăра иртнĕ олимпиада та çирĕплетет. Унта çĕнтернисем çĕр-шыв чемпионатне те хутшăнчĕç. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика