АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăсла-чăвашла словарь пичетленсе тухнă

26 декабря 2012 г.

Чăваш кĕнеке издательствипе Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ Çĕнĕ çул уявĕ умĕн «Вырăсла-чăвашла словарĕн» икĕ томне хатĕрлесе кăларма пултарчĕç. Çак пысăк ĕçе, икĕ тома ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе тата «Россия культури» федераци программипе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Асăннă словарь Чăваш Енре пурăнакансене, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекенсене, шкулсенче, тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсене уйрăмах кирлĕ. Словарьте йывăр терминсене ăнлантарса пани пур. Пурĕ 32500 сăмах унта.

Вырăсла-чăвашла словарь кăларни — 20—21- мĕш ĕмĕрти чăваш чĕлхи лексикин хăйне евĕрлĕ аталанăвĕ. Унăн авто- рĕ — М.И.Скворцов, филологи наукисен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Н.И.Ашмарин премийĕн лауреачĕ. Вăл 30 ытла тĕрлĕ словарь кăларнă. Вĕсенчен чи пахи — 1982 çулта пичетленсе тухнă иллюстрациллĕ чăвашла-вырăсла словарь.

М.И.Скворцов словарь пуриншĕн усăллă пуласса шанать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика