АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрехпе наркăмăшлансан

26 декабря 2012 г.

Çĕнĕ çул уявĕ çывхарса килнĕ май аса илтеретпĕр: алкогольпе наркăмăшланни вилĕм патне те илсе çитерме пултарать. Наркăмăшланни чылай чухне 12 процентран ытла этил спиртĕнчен тăракан алкоголь шĕвекĕсене ĕçнипе çыхăннă. Унсăр пуçне этил спирчĕ антисептиксенче, эмелсенче, одеколонсенче, лосьонсенче пур. Парфюмери шĕвекĕсенчи этил спирчĕн шайĕ 40—60 процентпа танлашать.

Этанола пула пуç мимин ĕçĕ майĕпенленет, сывлама йывăрланать, чĕре япăхрах ĕçлеме пуçлать. Час-часах пысăк дозăсемпе ĕçсен чылай органăн ĕçĕ пăсăлать.

Этанол пурин çине те пĕр пек витĕм кÿмест. Ытти чухне эрех-сăра ĕçмен çын çине кăштах сыпни те витĕм кÿме пултарать. Кашни кунах ăша яраканшăн çак доза туйăнмасть те. Пĕчĕк ачашăн пĕр сыпкăм алкоголь те хăрушлăх кăларса тăратать. Гипертони чирĕпе е атеросклерозпа аптăракансемшĕн те алкоголь хăрушă. Вĕсен пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлма, инсульт е миокард инфаркчĕ пулма пултарать.

Эрехпе наркăмăшланнин паллисем: ăнланмалла мар калаçни, сулланса утни, кăмăл пăтранни, куç иккĕллĕ кăтартни, тăна çухатни, юн пусăмĕ анни, ÿт температури чакни, йывăррăн сывлани. Организма чылай вăхăт эрех-сăрапа наркăмăшлантарсан вара аппетит çухалать, çыннăн йывăрăшĕ чакать, пĕвер, пÿре, пыршăлăх ĕçĕ пăсăлать, çын манакан пулать, интеллектуаллă пултарулăх чакать.

Алкогольпе наркăмăшланнă çынна пулăшма мĕн тумалла-ха; Енчен те çын сывлама пăрахнă пулсан, ăна искусствăлла майпа сывлаттарса яма тăрăшмалла. Çын пĕр сехет каялла çеç наркăмăшланнă пулсан, ăна шыв ĕçтерсе хăстармалла, унтан активациленĕ кăмрăк, пылак чей е кофе ĕçтермелле. Енчен те çын тăнне çухатнă, унăн ăсĕ, хусканăвĕсем майĕпенленнĕ пулсан, ăна нимĕн те ĕçтермелле мар, унсăрăн шĕвек сывлав çулĕсене кайма пултарать. Алкогольпе сиенленнĕскере «васкавлă пулăшу» бригади çитиччен хырăмĕ çине вырттармалла, пуçне пĕр еннелле пăрмалла, çакă хăсас пулсан чыхăнса каясран сыхлать.

Енчен те çын йывăр наркăмăшланнă, алкоголь суррогачĕсемпе сиенленнĕ е ача алкогольпе наркăмăшланнă пулсан, вĕсене тÿрех больницăна илсе каймалла.

Этил спирчĕллĕ эмел препарачĕсене, пĕлмен спиртсене, палланă-палламан çынсем сĕнекен спирт шĕвекĕсене нихăçан та ĕçмелле мар. Тĕс е шăршă тăрăх алкоголь продукцийĕ сиенлĕ е сиенсĕр пулнине пĕлме çук.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика