26 декабря 2012 г.
Лаша пуласси тихаран паллă, теççĕ. Ача çитĕнсен мĕнле çын пулассине те чылай чухне вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтрах палăртма пулать. Хăшĕсем пĕчĕклех килти ĕçсене тума наянланаççĕ, нимĕнпе те интересленмеççĕ, пушă вăхăта телевизор умĕнче ирттереççĕ. Теприсем вара вĕренÿре малта пынипе çеç мар, спортра та ÿсĕмсем тăваççĕ, юрра-ташша та маттур.
Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Людмила Миронова пур енĕпе те пултаруллă. Пĕрремĕш класран пуçласах вăл тăваттă-пиллĕксемпе ĕлкĕрсе пырать. Пур предмета та кăмăллаканскер, уйрăмах вырăс чĕлхи, математика, физкультура урокĕсене хаваспах çÿрет, учителе тимлĕн итлесе хăйне валли нумай çĕнни пĕлме тăрăшать.
Унсăр пуçне вăл юрă-ташăпа питĕ туслă. Ача садне çÿренĕ чухнех пĕрремĕш хут сцена çине тухнăскер, Люда халĕ те кашни уявра хăйĕн уçă сассипе куракансене тыткăнлать. Шкулта йĕркелекен концертсене çеç мар, ялти культура çуртĕнче иртекен мероприятисене те хастар хутшăнать вăл, районти юрă-ташă конкурсĕсенчен те юлмасть. «Сцена çинче хăйне çăмăллăн тыткалать, çепĕç сассипе чĕрене тыткăнлать», — теççĕ ун пирки куракансем.
Спорта та кăмăллать пултаруллă хĕр. Шкул ачисем хушшинче районта иртекен ăмăртусенчен чылайăшне хутшăнать вăл. Йĕлтĕрпе чупмалла-и, баскетбола вылямалла-и, армспорт-и — Люда кашнинчех шкул командинче. Уйрăмах вара волейбол вăййине кăмăллать хĕр. Каçсерен шкул спортзалне васкать. Унта физкультура учителĕ Я.И.Тимофеев ертсе пынипе волейболла выляс пултарулăхне аталантарать. «7-мĕш класра чухне пĕрремĕш хут районти волейбол ăмăртăвне хутшăнтăм. Ытти шкулсен командисем мĕнле вылянине куç илми сăнарăм, хамăн ăсталăха аталантарма тĕв турăм. Халĕ час-часах ăмăртусене хутшăнатпăр, малти вырăнсене те йышăнатпăр», — пĕлтерчĕ çамрăк спортсменка. Чăнах та, çитĕнÿсем пурах. Пĕлтĕр акă шкул команди районта 3-мĕш вырăна тухнăччĕ, кăçал вара çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
Çитĕнÿсем патне ăнтăлма Людăна ашшĕпе амăшĕ, Валерий Алексеевичпа Зоя Александровна хавхалантараççĕ. «Вĕсем манăн кашни çитĕнÿшĕн савăнаççĕ. Çывăх çынсем ăнланни, хавхалантарса пыни хаклă», — тет пултаруллă хĕр.
Источник: "Каçал Ен"