АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пиротехникăпа тĕрĕс усă курмалла

26 декабря 2012 г.

Уяв çывхарнă май районти суту-илÿ точкисенче пиротехника хатĕрĕсене ытларах сутма пуçларĕç. Анчах та вĕсене туяннă чухне хăш-пĕр правилăсене асра тытмаллине пурте пĕлеççĕ-ши, вĕсен сертификачĕсем пуррине пăхаççĕ-ши?

Саккуна пăхăнса ĕçленине тĕрĕслес, халăхпа курса калаçас тĕллевпе çак кунсенче патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем Николай Назаровпа Сергей Юманов «Пиротехника» операци ирттерчĕç. Çак тапхăрта вĕсем районти суту-илÿ точкисенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса тĕл пулусем, калаçусем тата ытти профилактика мероприятийĕсем йĕркелерĕç.

Акă, иртнĕ кунсенче вĕсем Комсомольски райповĕн «Суту-илÿ çуртĕнче» сутуçăсемпе, тавар туянакансемпе курса калаçрĕç, пиротехника хатĕрĕсемпе тĕрĕс усă курмалли çинчен хатĕрленĕ брошюрăсем, плакатсем валеçрĕç.

Петардăсене, фейерверксене, ракетницăсене пула вут-çулăм тата тĕрлĕрен инкексем сиксе тухнă тĕслĕхсем çĕр-шывра сахал мар пулнă. Çавăнпа та тепĕр хут асăрханулăх йĕркисене аса илтересшĕн.

Пиротехникăпа усă курмалли инструкципе чи малтан тĕплĕн паллашăр. Çил çеккунтра 5 метртан хăвăртрах вĕрсен унпа усă курма юрамасть.

Пиротехникăна çынсем, выльăх-чĕрлĕх, çунакан япаласем, йывăçсем, электричество пралукĕсем, хуралтăсем çывăхĕнче чĕртме юрамасть. Хлопушкăсем, бенгали çулăмĕ тата хăш-пĕр фейерверксемсĕр пуçне ытти салютсене алăпа тытса тăмалла мар. Вĕсемпе усă курнă чухне çывăхра пĕшкĕнме юрамасть. Юсавсăр тата усă курмалли вăхăчĕ тухнă япаласем инкек кăларса тăратма пултараççĕ.

Çул çитмен çамрăксене пиротехника сутма юрамасть. Вĕсене туяннă чухне сертификата, вырăсла çырнă инструкцие, усă курмалли палăртнă вăхăта сăнамалла.

Пиротехникăра çунакан япаласем пур, вĕсене тĕрĕс мар упрасан пушар тухма пултарать, çынна амантас хăрушлăх та пысăк.

Асăрхаттарусене асра тытăр, Çĕнĕ çул кашни киле савăнăç кăна илсе килтĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика