25 сентября 2013 г.
Официаллă статистика çапла калать: çулсерен пирĕн çĕр-шывра автомашина урапи айне 500 ытла ача лекет. Кăçалхи сакăр уйăхра республикăра ачасем хутшăннипе 183 авари регистрациленĕ. Район территорийĕнче кăçал çул-йĕр çинчи аварисенче икĕ ача аманнине шута илнĕ.
Ачасемпе çыхăннă пăтăрмахсем ытлрах кĕркунне, ачасем çуллахи кануран таврăннă вăхăтра, ÿсеççĕ. Çавăнпа та ачасене çул çинче хăйсене тытма хăнăхтарас, транспорт çÿренĕ çĕрте çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине аса илтерес тесе, кăçалхи августăн 27-мĕшĕпе сентябрĕн 7-мĕшĕччен республика территорийĕнче «Асăрханăр, ачасем» тĕллевлĕ профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Асăннă мероприяти вăхăтĕнче ĕçченсем, ачасемпе автомашина водителĕсем çул-йĕр правилисене пăхăннине тĕрĕслерĕç.
Уйрăмах мопедпа çÿрекенсем çине пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Тĕслĕхрен, 16 çул тултарман ачасене мопедпа çула тухма ирĕк памалла мар. Ăна туяннă чухне те ашшĕ-амăшĕн яваплăха туймалла, çакă хăрушă пулăм патне илсе çитерме пултарни çинчен манмалла мар. Мопедпа çÿрекен ача çул-йĕр правилисене пĕлмесĕрех çула тухать. Çавăнпа та ăна правилăсене, хăйсене çул-йĕр çинче тĕрĕс тытма вĕрентмелле.
Н.РАЙКОВ
Источник: "Каçал Ен"