25 сентября 2013 г.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче пурăнакан çемьесене 2013 çулхи кăрлач 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачашăн кашни уйăхра пособи тÿлесси саккунлă вăя кĕнĕ. Ку çĕнĕ тÿлеве çемьесене социаллă пулăшу парас тата ашшĕ-амăшĕсене ача çуратма хавхалантарас тĕллевпе паракан пособисем çумне хушса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе тÿлеççĕ. Чăваш Республикинчи кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш сумминчен сахалрах тупăшлă çемьесене кашни уйăхрах укçан паракан патшалăх пулăшăвĕн мери кăçалхи авăн уйăхĕн
1-мĕшĕ тĕлне 6162 тенкĕ пулнă. Районти социаллă хÿтлĕх пайне çав тÿлеве пама ыйтса 21 çемье заявлени çырнă. Уйăхсерен паракан пособие тивĕçес тесен çак документсем кирлĕ:
— гражданин регистрациленнĕ вырăнтан çемье йышĕ çинчен справка;
— ашшĕпе амăшĕн РФ гражданинĕ пулнине çирĕплетекен паспорчĕсем;
— ачасен çурални çинчен калакан свидетельствисем;
— амăшĕпе ачин хушамачĕсем пĕр пек мар чухне мăшăрланни çинчен калакан свидетельство;
— юлашки 6 уйăх хушшинче çемье членĕсем ĕç укçи мĕн чухлĕ илнине е ытти тупăшсем мĕн чухлĕ пулнине çирĕплетекен документсем.
Чăваш Республикин «Ачасем ÿстерекен çемьесене патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма мерăсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çемьере виççĕмĕш çуралнă (е усрава илнĕ) е ун хыççăн çут тĕнчене килнĕ ачашăн республикăри амăшĕн капиталне илмелли ирĕк 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Унтанпа социаллă хÿтлĕх пайĕнчен амăшне республика паракан капитала илмелли сертификата 103 çемьене панă, çав шутран 2013 çулта илнисем — 41.
Республика паракан амăшĕн капиталĕ 100 пин тенкĕпе танлашать. Ку укçа-тенке пурнăç условийĕсене лайăхлатнă çĕре яма юрать. Çавăн пекех унпа пурăнмалли çурт-йĕр туяннă е харпăр хăй валли уйрăм çурт тунă чухне илнĕ кредитăн тĕп парăмне, проценчĕсене тÿлесе татмашкăн усă курма юрать. Унсăр пуçне амăшĕн капиталне ачана (е ачасене) вĕрентессине те хывма ирĕк пур. Çакна та шута илмелле, çемье валли пурăнмалли çурт-йĕр туянма е çурт тума илнĕ кредит тĕп парăмне е проценчĕсене тÿлеме хывас шут тытнă ашшĕ-амăшĕсен виççĕмĕш (е ун хыççăнхи) çуралнă ачашăн тухакан çак пособие ача 3 çул тултаричченех илме пулать.
Виççĕмĕш (е ун хыççăн) çуралнă ачашăн тухакан республикăри амăшĕн капиталĕн сертификатне илес текенсен социаллă хÿтлĕх пайне заявлени çырса памалла, унпа пĕрле çак документсене тăратмалла: паспорт, ачасем çурални çинчен калакан свидетельствосем, СНИЛС, мăшăрланни çинчен свидетельство.
Ытти ыйтусемпе районти социаллă хÿтлĕх пайне пымалла.
И.НИКИТИНА
Источник: "Каçал Ен"