АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимп çулăмĕ ялкăшĕ

21 сентября 2013 г.

Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе «Сочи — 2014» Олимп çулăмĕн эстафетине ирттерессипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ.

Чăваш Ене хĕллехи ăмăртăвăн палли кăçалхи раштав уйăхĕнче çитĕ. ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников эстафетăн маршручĕпе паллаштарнă. Вăл 30 çухрăм тăршшĕ, Олимп çулăмне 60 ытла спортсмен йăтĕ. Факела йăтакан хăш-пĕр çын паллă: М.Салдимирова тренер, В.Акимов биатлонист. Вĕсен йышне Олимп чемпионĕ В.Воронков, Лондонра бронза медаль çĕнсе илнĕ Т.Архипова тата ыттисем те кĕрессе шанаççĕ. Çавăн пекех эстафетăна 300 ытла волонтер хутшăнĕ. Çак кун хула çыннисене республикăри паллă артистсемпе пултарулăх ушкăнĕсем концертсемпе савăнтарĕç.

Акци Мускавра юпа уйăхĕнче старт илĕ, унта Олимп çулăмне йăлана кĕнĕ тăрăх Грецирен илсе килĕç. Олимпиада палли Раççейри 180 хула витĕр тухĕ. Аса илтеретпĕр: Олимп вăййисем Сочире 2014 çулхи нарăсăн 7—23-м ĕшĕсенче иртĕç. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика