АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем тĕрĕс çултан пăрăнаççĕ

18 сентября 2013 г.

Юлашки вăхăтра çамрăксем эрех-сăра еннелле туртăнни пур çĕрте те — пĕчĕк ялта та пысăк хулара та — самаях сисĕнет. Тĕпчевсем çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейри вĕренекенсен 89 проценчĕ мĕнле те пулин алкоголь шĕвекне тутанса пăхнине палăртнă. Эрех-сăра мĕнлерех хăрушлăх кăларса тăратнине хĕрсемпе каччăсем ăнланмаççĕ те тейĕн. Шутламасăрах усал шĕвекпе иртĕхеççĕ. Çавăнпах алкоголь шĕвекĕсем ÿсекен организма

мĕнлерех витĕм кÿнине тĕплĕнрех каласа парасшăн.

Йăлтах çемьерен пуçланать. Килти уявсенче ачасене шÿтлесе, выляса шампань е хĕрлĕ эрех ярса панине асăрхама пулать. Çакă хăрушла инкек патне илсе çитерме пултарасса чухламастпăр та. Тĕслĕхрен, ятарласа иттернĕ тĕпчевсем 9 çула çитмен ачасем пĕрре те пулин усал шĕвеке тутанса пăхнине çирĕплетеççĕ. Вĕсенчен нума-йăшĕ 14 çулсенче ĕçме хăнăхса пынине палăртаççĕ. Çак усал шĕвекпе пуçне минретсе вĕренÿ, ĕç, çемье çинчен те манаççĕ, пĕтĕм пурнăç савăнăçне те эрехре çеç шырама пуçлаççĕ. 13—14 çулсенчи çамрăксем сăра кĕленчи йăтса утнине курсан чун ыратать. Çитменнине каччăсенчен хĕрсем те юласшăн мар.

Сăра — çамрăксен чи юратнă шĕвекĕ. Вăл организмшăн çав тери сиенлĕ. 4—5 процентлă сăран 100 грамĕнче этил спирчĕ 4 грамм таран. Пĕр кĕленче сăрара — 20 процент таса спирт. Ăна пĕр литр ĕçни 100 грамм эрех ăша илнипе танлашать.

Ÿснĕ, аталаннă тапхăрта организм эрех-сăрана 3—4 хут хăвăртрах хăнăхать, унсăрăн пурăнайми пулать.

Унпа пĕрлех усал шĕвекпе иртĕхни нихăçан та пĕр йĕрсĕр иртмест. Сăмахран, нумай сăра ĕçекенсен ишеми чирĕ аталанма пултарать. Çын хăвăрт ывăнать, вăй хурса ĕçлесен йывăррăн сывлама пуçлать. Тухтăрсем çакна Бавари е сăра синдромĕ теççĕ. Çавăн пекех гепатит, унтан пĕвер циррозĕ те пуçланать.

Сăмахран, ĕçекен хĕрсем сăнран улшăнаççĕ, черченлĕхе çухатаççĕ. Хĕрарăмсен ар туйăмĕсем чакса пыраççĕ, гормонсем кирлĕ пек аталанаймаççĕ. Çут çанталăк панă туйăмсем пусăрăнса пыраççĕ. Çакă сăн-сăпатра палăрма пуçлать. Çавăнпа та сăра кĕленчине, эрех черккине алла иличчен вăл сывлăхăра, пурнăçăра мĕнлерех витĕм кÿме пултарасси пирки тĕплĕн шутласа пăхăр.

 

Л.ЯРЫШЕВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика