АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын шучĕ ÿсет, парăм чакать

18 сентября 2013 г.

Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх — Чăваш Енре уйăхри вăтам ĕç укçи 2013 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче 18623,4 тенкĕпе танлашнă. Ку кăтартупа республикăра федерацин Атăлçи округĕнче (ФАО) 10-мĕш вырăнта, çак енĕпе вăл Мордовирен (16954 тенкĕ), Мари Элтан, Киров тата Ульяновск облаçĕсенчен иртнĕ. Çак тапхăрта ФАОра уйăхри ĕç укçи Тутарстанра чи пысăкки пулнă: 24809,8 тенкĕ.

Чăваш Енре асăннă тапхăрта шутласа панă ĕç укçи 106,9 танлашнă (2012 çулхи çав тапхăр тĕлĕшпе). Ку вăл ФАО регионсен хушшинче тăваттăмĕш кăтарту. Чи пысăк кăтарту Мордовире — 113,1 процент, чи пĕчĕкки — Пермь крайĕнче (103,9 процент).

Çуралнисен йышĕпе республика ФАОра 7-мĕш вырăн йышăнать: 10000 çын пуçне — 139. Çут тĕнчене килнисен шучĕпе Тутарстан малта: 10000 çын пуçне — 147, чи пĕчĕкки — Мордовире (10000 çын пуçне — 99).

Халăх йышĕ ÿснин кăтартăвĕ Чăваш Енре 1000 çын пуçне 0,4 танлашнă: ФАОра таваттăмĕш вырăн. Ку енĕпе чи малта Удмурти — 1000 çын пуçне 1,5. Округри çичĕ регионта халăх йышĕ чакни палăрнă, чи пысăкки — Мордовире (1000 çын пуçне минус 5,3).

Ĕç укçи парăмĕ кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3,9 млн тенкĕ пулнă — ФАОра чи лайăх кăтарту. Шалу парăмĕ ытларах Муркаш районĕнчи «Ударник» ФПУПа пырса тивет. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче ĕç укçин парăмĕ чи пысăкки Тутарстанра — 90,379 млн тенкĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика