АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетикăпа туслисен уявĕ

18 сентября 2013 г.

Иртнĕ шăмат кун спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансем «Олимпийский» тĕп стадиона прессăн спорт фестивальне — «Советская Чувашия» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафетине пухăнчĕç.

Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаев космонавта асăнса 75-мĕш хут иртнĕ чупăва республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсен, спорт ветеранĕсен, çемье, шкул, студентсен, ĕç коллективĕсен 300 ытла команди тупăшрĕ. Спорт уявне йăлана кĕнĕ тăрăх ăмăртăва хутшăнакансен парачĕ уçрĕ. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, «Советская Чувашия» хаçатăн генеральнăй директорĕ — тĕп редакторĕ Владимир Васильев, Сурдлимп вăййисен призерĕ, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Иван Пакин, Раççей чемпионĕ тата рекорд-сменĕ Александр Порхомовский тата ыттисем саламларĕç.

«Çăмăл атлетика — çынсен чи юратнă спорт тĕсĕ, çавăнпа ăмăртусенче вăй виçекенсен йышĕ те яланах пысăк. 2015 çулта Шупашкарта иртекен Европа чемпионачĕ те çăмăл атлетикăна вăйлăрах аталантарма майсем туса парĕ тата çĕн чемпионсене çитĕнтерĕ»,— терĕ Михаил Васильевич.

Ăмăрту VIP-чупуран пуçланчĕ. Старта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, паллă спортсменсем, патшалăх органĕсен ертÿçисем, депутатсем, район пуçлăхĕсем тата ыттисем тухрĕç. Республикăри массăллă информаци ха-

тĕрĕсен ĕçченĕсенчен Чăваш Ен» ПТРК командине çитекенни пулмарĕ. Ăмăрту йĕркелÿçисем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç, «Чебоксарская правда» хаçат журналисчĕсем — виççĕмĕш. Çемье командисем хушшинче Пучковсем пъедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç. Çавăн пекех ЧР Ял хуçалăх тата Шалти ĕçсен министерствисен, Элĕк районĕн администрацийĕн маттурĕсем çĕнтерчĕç. Ытти ушкăнра та чи вăйлисемпе хăюллисем палăрчĕç.

Ăмăртăва пирĕн районтан «Каçал ен» хаçат редакцийĕн, райадминистраци командисем те хутшăнчĕç. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика