18 сентября 2013 г.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин çырăвĕпе килĕшÿлĕн районти ятарлă комисси ял хуçалăх кооперативĕсене, фермер хуçалăхĕсене, колхозсене çитсе выльăх-чĕрлĕх фермисене çитес вăхăтра тĕрĕслеме палăртнă. Хĕле хатĕр-и вĕсем? Комисси членĕсем: район администрацийĕн ял хуçалăх та экологи пайĕн начальникĕ И.Миннетуллин, районти ветстанци начальникĕ Р.Велимухаметов, К.Гимальдинов тĕп специалист-эксперт, районти пушар надзорĕн начальникĕ Н.Назаров, патшалăх техника надзорĕн районти инспекци начальникĕ С.Кокарев сентябрĕн 21-мĕшĕпе октябрĕн 1-мĕшĕсенче хуçалăхсенчи фермăсенче пулса унти лару-тăрупа, выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле еплерех хатĕрлесе çитернипе паллашĕç. Чи малтанах, сентябрĕн 20-мĕшĕнче, вĕсем «Искра» колхоза, унтан «Слава» ЯХПК-на, «Родина», Хайртдинов фермер хуçалăхĕсене çитсе курĕç.
Источник: "Каçал Ен"