АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афган çулăмĕ витĕр тухнисем çинче – курав

14 сентября 2013 г.

Районти «Этем тата çĕр» музейра сентябрĕн 11-мĕшĕнче «Гиндукуш тăвĕсем патĕнче вăрçă ыталарĕ пире» куçса çÿрекен выставка ĕçлеме пуçларĕ. Ăна уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, культура секторĕн заведующийĕ Василий Васильев, Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Виктор Гаврилов, Афганистанра тĕрлĕ çулсенче службăра тăнисем, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем хутшăнчĕç.

Малтанах музей заведующийĕ Инна Ядрова «Гиндукуш тăвĕсем патĕнче вăрçă ыталарĕ пире» республикăри выставка çинчен каласа пачĕ. Вăл — Афганистан ветеранĕсен союзĕпе Чăваш наци музейĕн пĕрлехи проекчĕ. Унти документсем, сăн ÿкерчĕксем интернационалла тивĕçне Афган çĕрĕнче пурнăçланă ентешĕмĕрсен служба çулĕсене, вĕсен çапăçури паттăрлăхне сăнлаççĕ. Çавăн пекех куравра çапăçусем пынă вырăнсен карттисемпе, ун чухнехи салтак тумĕсемпе те паллашма пулать.

«1979—1988 çулсенче нумай совет салтакĕ интернационалла пулăшу миссийĕпе Афган çĕрĕ çинче службăра пулчĕ. Унтан нумайăшĕ аманса-сусăрланса, сывлăхне çухатса таврăнчĕ. 119 чăваш каччи вара пуçне хунă. Пирĕн 5 ентеш те ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ çав вăрçăра. Малашне кун пекки ан пултăрччĕ, çамрăк ăру Тăван çĕр-шыва çеç хÿтĕлетĕр. Пире ют территорисем кирлĕ мар. Афган вăрçинче пуçне хунисене асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтатăп», — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев.

Виктор Гавриловпа Афган çĕрĕ çинче службăра пулнисем салтак пурнăçне аса илчĕç, шкул ачисене халь çара кайма хăрамалла маррине каларĕç.

Тĕл пулу вĕçĕнче музей заведующийĕ Инна Ядрова пурне те тав турĕ, куçса çÿрекен выставка ноябрьчченех ĕçлессе пĕлтерчĕ. Çак вăхăтра музейре паттăрлăх урокĕсем, ветерансемпе тĕл пулусем йĕркелĕç. Асăннă вăрçа хутшăннисем çинчен материалсем пуçтарса пĕрлехи вăйпа экспозици хатĕрлеме калаçса татăлчĕç.

Л.ШУРЯШКИНА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика