АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хăрушлăхсăр çурт, подъезд, хваттер»

14 сентября 2013 г.

Чăваш Енре сентябрĕн 9—19-мĕшĕсенче çакăн ятлă профилактика акцийĕ иртет. Ăна пурăнмалли секторта преступленисенчен сыхланассин эффективлăхне ÿстерес, граждансен пурлăхне упрас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çав тапхăрта полицин участокри уполномоченнăйĕсем хуласенче, ялсенче пурăнакансем патне çитсе хăйсен пурлăхне упрамалли мелсем пирки ăнлантарĕç. Хваттерсемпе уйрăм çуртсене ведомство тулашĕнчи централизациленĕ сăнав пульчĕ çине тухакан сыхлав сигнализацийĕсем вырнаçтарни — пурлăха сыхламалли чи шанчăклă мел. Уйрăмах килте хĕç-пăшал тата хаклă япаласен коллекцине тытакансен çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Сăмах май каласан, сыхлав сигнализацине хуçасем килте çук чухне усă кураççĕ, полицие хăвăрт чĕнмелли кнопка вырăнне кĕсье телефонне те усă курма пулать.

Пурлăхăра шанчăклă упрас, хваттер вăррисене çийĕнчех тытса чарма пулăшас тесен полици çакнашкал сĕнÿсем парать:

— подъездра шанчăксăр ют çынсем пулсан «02» номерпе полици нарядне чĕнĕр;

— хăвăр килте чухне сирĕн е кÿршĕри хваттерĕн çăрине ют çынсем уçма хăтлансан вĕсемпе калаçăва кĕмелле мар, хăваламалла мар. Шăв-шав çĕклемесĕр полицие шăнкăравлăр;

— эсир таврăннă çĕре вăрăсем хваттерте пулсан, шала ан кĕрĕр. Полици нарядне чĕнсе илĕр;

— енчен те хваттерсене çаратакансем çинчен мĕнле те пулин информаци пĕлетĕр е преступлени тунине куртăр пулсан та полицие пĕлтермелле. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика