АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта нумай ачаллă 350 çемье пурăнать

14 сентября 2013 г.

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта нумай ачаллă 350 çемье шутра тăрать. Вĕсенче 1107 ача çитĕнет. Çак шутран 305 çемйинче — 3 (915 ача), 34-шĕнче — тăватшар, 10-шĕнче пилĕкшер ача. Пирĕн тăрăхра ултă ача çитĕнтерекен пĕр çемье те пур.

2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен нумай ачаллă çемьесене 2012 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн çуралнă е усрава илнĕ виççĕмĕш ачашăн патшалăх уйăхсерен хушма укçа тÿлет. Халлĕхе район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайне çак тÿлев пирки 18 çемье ыйтса çырнă, вĕсене пурне те асăннă тÿлевпе тивĕçтереççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа нумай ачаллисене 623103 тенкĕ тÿленĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика