11 сентября 2013 г.
Çĕр-шыври пĕрлехи суйлав кунĕ пирĕн республикăра та лăпкă, суйлавçăсем йышлă хутшăннипе иртнĕ. Прокуратурăпа право йĕркелĕх хуралçисем патне территорири суйлав комиссийĕн членĕсенчен çăхав пулманнине çирĕплетнĕ.
Хăй вăхăтĕнче 6-мĕш Куславкка пĕр мандатлă суйлав округĕпе Чăваш Республикин Канашĕн пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашне суйланнă А.В.Разумов урăх ĕçе куçнă май унăн парламентри вырăнĕ пушаннăччĕ. Текех вăл пушă пулмĕ: Куславккасемпе Сĕнтĕрвăррисем тата Вăрмарсем депутат мандатне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» сĕннĕ Александр Никанорова шанса панă. Александр Николаевичшăн суйлава хутшăннисен 67,97% сасăланă.
Ытти районсенчи суйлавра район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлă-хĕсене палăртнă. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнчисем ытларах «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕсем сĕннĕ кандидатсем. Пĕр çĕрте çеç коммунист ыттисене хыçа хăварнă. Улатăр, Вăрнар, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Çĕрпÿ, Етĕрне, Шупашкар районĕсенчи суйлавçăсен хастарлăхĕ пысăк пулнине палăртма кăмăллă. Вĕсенчи суйлавçăсен 70—90% алла бюллетень илнĕ.
Влаçăн саккун кăларакан тата ĕç тăвакан тытăмĕсенче тунти кунтан тулли йышпа ĕçлеме тытăннă.
(«ХЫПАР»).
Источник: "Каçал Ен"