АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пуçтарнине «питрен пĕлмелле»

07 сентября 2013 г.

Çĕр çинче 200 ытла тĕс кăмпа ÿсет, анчах вĕсенчен темиçе теçетки кăна çиме юрăхлă. Санитари правилисемпе — 57-шĕ кăна. Çакна та пĕлмелле: çын наркăмăшлă кăмпапа çеç сиенленмест, çимеллипе те. Вĕсенче пуринче те наркăмăшлă япаласем пур: çамрăк кăмпасенче вĕсен виçи сахал, ваттисенче — нумай. Çавăнпа та вăрмана кайсан çамрăк кăмпасене пуçтарма тăрăшмалла. Унсăр пуçне калаçса татăлнă хыççăн çимелли тесе йышăннă кăмпасем те пур: кăрăç, хура кăмпа, хурăн кăмпи тата ытти те. Кăмпасенчи йÿçĕке пĕтерес тесе вĕсене темиçе сехет шывра тытаççĕ, шывне улăштарсах тăраççĕ. Мĕн пуçтарнине «питрен пĕлмелле».

Пĕр вăхăтра ут тутине (свинушка) çимелли кăмпасем шутне кĕртнĕччĕ. Халĕ ăна наркăмăшлисен шутне кĕртеççĕ. Медицина тĕрĕслевĕ, чăн та, вăл кăмпа наркăмăшлă пулнине çи-рĕплетет: чĕрри кăна мар, пиçни те.

Кăçал республикăра кăмпапа наркăмăшланнă тăватă тĕслĕхе регистрациленĕ. Кăмпа пуçтарас тапхăр анчах пуçланать-ха. Иртнĕ çулсенче вилнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Акă, пĕр хĕрарăм мăшăрне эрех ĕçнинчен шăна кăмпипе сиплес тенĕ (çынсенчен илтнĕ ĕнтĕ), яшка пĕçернĕ. Анчах мăшăрĕ кăмпа яшкине çиме килĕшмен. Хĕрарăм яшкана тăкма шелленĕ, хăех çинĕ. Унтан больницăна лекнĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта вара виçĕ çулхи ача çурт умĕнчи участокра чĕрĕ кăмпа тутанса пăхать. Каç енне вăл вилсе каять. Çапла, кăмпапа шÿтлеме юрамасть.

Кăмпапа наркăмăшланнин паллисем ăна çинĕ хыççăн 6—10 сехетрен кăна палăраççĕ. Малтанах хырăмлăх тулса кайнă пек туйăнать, унтан ырата пуçлать, кайран хăсăк тухать. Вăй чакса килет, пуç ыратма тытăнать. Тăн çухатни те пулма пултарать. Пĕрремĕш паллăсем пулсанах васкавлă пулăшу чĕнмелле, вăл çитиччен хырăмлăха шывпа тасатмалла. Наркăмăшланнă хыççăн малтанхи 24 сехетре васкавлă пулăшу чĕнмесен çын вилсе кайма та пултарать. Ытларах чухне çапла пулать те.

Кăмпа йывăр апат шутланать. Пĕчĕк ачасене, виçĕ çул тултармнанисене, кăмпа пач та çитерме юрамасть. Вар-хырăмпа аптăракансен, ват çынсен кăмпапа апатланма кирлĕ мар.

Эрехпе пур кăмпа та каять тесе шутламалла мар, алкоголь унти наркăмăшлă япаласене çын организмне хăвăртрах, чăрмавсăр лекме пулăшать.

Пасарта сутакан кăмпасене тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Унпа сут тăваканăн талон илмелле. Тавара куçпа пăхса туянма тăрăшăр, сутуçă сăмаххисене сахалрах ĕненĕр. Унăн тавар сутса ярас тĕллев малта тăрать.

Вăрмантан пуçтарса килнĕ кăмпана çав кунах тасатма тăрăшăр. Вăл хăвăрт пăсăлакан продукт шутланать. Кăмпа, губка пек, пур кирлĕ мар япалана туртса илет: сывлăшран та, çĕртен те. Федераллă çул хĕрринчех кăмпа пуçтарма юрамасть, унтан пĕр километр аяккарах пăрăнăр. Транспорт сахал çÿренĕ çĕрте 100—150 метра пăрăнсан çителĕклĕ.

Банкăра тăварланă кăмпасене пăхса илмелле, усă курмалли вăхăтне тĕрĕслемелле. Уçнă банкăри кăмпана 12 сехет хушшиче усă курма юранине асра тытмалла.

ЧР гигиенăпа эпидемиологи центрĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика