АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СМЭВ справка пуçтарасран хăтарать

07 сентября 2013 г.

2012 çулхи июльтен пуçласа ĕç тăвакан влаçсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем граждансенчен ытти органсенчен справка илсе пама ыйтмасăрах, урăхла каласан электрон мелпе, ĕçлеме пуçларĕç. Комсомольскинчи ĕçпе тивĕçтерекен центр та ведомствăсем хушшинчи электронлă документ çаврăнăшĕн мелĕпе (СМЭВ) социаллă хÿтлĕх пайĕпе, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕпе ĕçлет. Ку çапла пулса иртет. Социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ килнĕ çыннăн ыйтăвне ĕçпе тивĕçтерекен центра электронлă майпа ярать те вăл ĕçсĕррисен шутĕнче тăни, çак сăлтавпа илекен пособи виçи тата ытти çинчен справка илет. Асăннă меслет çынсен вăхăчĕпе укçи-тенкине перекетленисĕр пуçне кирлĕ документсене пуçтарассине те ансатлатать. Кунсăр пуçне, çакă ĕçпе тивĕçтерекен центрсене Россия Федерацийĕн законодательстви палăртнă информаци памалли вăхăта та пăхăнма май парать. Информаци хăрушсăрлăхĕшĕн пăшăрханма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен центр специалисчĕсем çыхăнăвăн хÿтĕлекен каналĕсемпе çеç хутшăнаççĕ.

2013 çулхи январь — сентябрь уйăхĕсенче районти ĕçпе тивĕçтерекен центр СМЭВ мелĕпе социаллă хÿтлĕх пайне 6 хурав, Пенси фончĕн управленине Vip Net урлă 47 хурав панă. Малашне çак мелпе граждансене пулăшу парасси çулран çул ÿссе пырĕ.

Г.ВОРОНОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика