07 сентября 2013 г.
«Сделаем вместе!» экологи юхăмĕпе «Экология России» проект, «Народное большинство России» тата «Единая Россия» партин социаллă платформи пĕрле 2013 çулхи сентябрĕн 14—21-мĕшĕсенче çÿп-çап пуçтарас енĕпе «Пĕрле тăвар!» акци йĕркелеççĕ. Ăна Пĕтĕм Раççей шайĕпе ирттерме палăртаççĕ. Асăннă акци вăхăтĕнче пĕтĕм çĕр-шывĕпех массăллă субботниксем пулĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ — Раççее тасарах, тирпейлĕрех тăвасси, пĕтĕм общественноçа таса марлăх проблеми çине çаврăнса пăхма хистесси.
Акцие Росприроднадзор пулăшнипе йĕркелеççĕ, вăл Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăкăн планĕпе килĕшсе тăрать. Унта тĕнчери «Terra Viva» экологи юхăмĕ, Пĕтĕм Раççейри çут çанталăка упракан общество тата ытти обществăлла организацисем хутшăнма кăмăл тунă та ĕнтĕ.
Пĕтĕм Раççейри çÿп-çап пуçтармалли акци çинчен тĕплĕнрех www.doit-togeter.ru сайтра вуласа пĕлме пулать.
Источник: "Каçал Ен"