04 сентября 2013 г.
2013 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекса тата «Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх çинчен» федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Асăннă улшăнусем çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсене пырса тивеççĕ.
Чылай чухне аварисен тĕп сăлтавĕ — ÿсĕр водительсенче. Çавна май руль умне ÿсĕрле ларакансене тивекен айăплава тата та ÿстернĕ.
Сăмахран, руль умне ÿсĕрле ларнăшăн тивекен штраф виçи 30 пин тенкĕпе танлашать, çав вăхăтрах водителе пĕр çулталăк çурăран пуçласа 2 çул таран транспорт хатĕрĕпе çÿремелли правасăр хăвараççĕ. Хăйĕн транспорт хатĕрне ÿсĕр çынна шанса паракана тата должноçри çын ыйтăвне хирĕçлесе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмен водителе те маларах асăннă айăплав кĕтет. Транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан правасăр çула тухнă (е автомашинăпа çÿремелли ирĕкрен хăтарнă) ÿсĕр водителе вунă кунран пуçласа вун пилĕк талăк таран арестлеме пултараççĕ. Çапла майпа арестлеме юраманнисен вăтăр пин тенкĕ штраф тÿлеме тивет.
Транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк çук е ирĕкрен хăтарнă водитель должноçри çын ыйтăвне хирĕçлесе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмен чух та çак айăплавсемпех усă кураççĕ.
Маларах асăннă административлă право йĕркисене иккĕмĕш хут та пăсакансене 50 пин тенкĕ таран штраф тивет, çав вăхăтрах транспорт хатĕрĕпе 3 çул çÿреме чараççĕ.
Водитель вĕрсе кăларнă 1 литр сывлăшра 0,16 миллиграмм виçепе этил спирчĕ тупса палăртсан административлă майпа айăплĕç. Наркотик хатĕрĕпе е психотроплă хутăшпа минренине асăрхасан та руль умĕнчине çирĕп айăплав кĕтет.
Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунра улшăнусем 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.
Н.РАЙКОВ.
Источник: "Каçал Ен"