АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем канашланă

04 сентября 2013 г.

Нумаях пулмасть районти ветерансен совечĕн анлă канашлăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р. Афанасьев, район больницин тĕп врачĕн çумĕ И.И.Ефремова, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.В. Горбунов, 41-мĕш номерлĕ аптека директорĕ Л.В.Васильева хутшăнчĕç. Пухăннисем ветерансене хумхантаракан тĕп ыйтусене сÿтсе яврĕç. Сергей Горбунов пенси саккунĕпе çыхăннă ыйтусене анлă çутатса пачĕ, улшăнусемпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Аптекăра ветерансене эмелсемпе тивĕçтерессине еплерех йĕркеленипе Людмила Васильева тухса калаçрĕ. Шурутри ватăсене вăхăтлăх пурăнмалли учреждени ĕçĕ-хĕлĕ пирки Валентина Уткина заведующи каласа пачĕ. Районти лару-тăрупа, пурнăçланă ĕçсемпе, малашнехи плансемпе Михаил Афанасьев паллаштарчĕ.

Ю.ТИМОФЕЕВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика