31 августа 2013 г.
«Пурнăç пурăнма çĕр те пĕр тĕрлĕ ăс кирлĕ»,— теççĕ ваттисем. Çак ăса вара ĕмĕр тăршшĕпех пухмалла, ыррине ăша хывмалла.
Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Ирина Витальевна Павлова чăннипех те ĕçчен, пуян опытлă çынсенчен пĕри. Вăл ялти аптека пунктĕнче тăрăшать. Кунта килекен кашни çынна пулăшать. Тухтăр çырса панă рецептпа эмелсемпе тивĕçтерет. Çук эмелсене саккас парса илсе килет. Ял çыннисене вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу кÿрес, чирлĕ çынна эмелпе çеç мар, ăшшăн калаçса сĕнÿ парса вăл вырăнти аптекăра 29 çул тăрăшать. Ахальтен мар Ирина Витальевнăна ял çыннисем хисеплеççĕ, хăйĕн ĕçĕнче чăннипех те тăрăшуллă пулнăран тав тăваççĕ, сума сăваççĕ.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"