31 августа 2013 г.
Çурлан 30-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх кооперативĕсем вырмана вĕçлесе кĕрхи ĕçе кÿлĕнчĕç. Хуçалăхсенче кĕр тыррисене акса хăварма 2050 гектар çĕр хатĕрленĕ, 5581 гектар çинче çĕртме тунă.
— Районта кăçал 1472 гектар çинче çĕр улми çитĕнтернĕ. Ир пулса çитекен иккĕмĕш çăкăра хуçалăхсем пуçтарса илсе сутлăха янă. Халĕ вара ытти лаптăксенчи çĕр улмине вăхăтра пухса кĕртесчĕ. Çак тĕллевпех хуçалăхсене уй-хире тухса, палăртнине вăхăтра пурнăçлама чĕнсех каласшăн. Кайран йĕпе-сапаллă вăхăтра ĕçлеме пушшех те кансĕр, тăкаксем те пулаççех, — терĕ уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă май район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И. Миннетуллин.
Паянхи куна вара 4 хуçалăхра — «Слава картофелю» агрофирмăра, «Комсомольские овощи» ОООра, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче, «Дружба» ЯХПК-ра — çĕр улми уйĕсене тухнă. Пурĕ 112 гектар çинчен тухăçа пуçтарса кĕртнĕ. И.Миннетуллин Ш.Зейнутдинов тĕп агрономпа нумаях пулмасть «Слава картофелю» агрофирма уй-хирĕнче пулчĕç. Кунта çĕр улмине трактор тата ятарлă комбайн кăларать. «Иккĕмĕш çăкăр» пысăк тухăçпа савăнтарнинче иккĕленÿ çук. Çĕр улми ани шап-шур выртать, улма миххисем те юнашар-юнашарах. Ял çыннисем çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса, çийĕнчех автомашинăсем çине тиеççĕ. Вăтамран кашни гектартан 204 центнер пуçтарса илеççĕ. Çĕр улми тухăçпа савăнтарнин тепĕр сăлтавĕ вăл — шăрăх çанталăкра уйсене тăтăшах шăварни. Апла пулсассăн ял хуçалăх кооперативĕсен çак мелпе усă курса тухăçлăха ÿстерме шанчăк пур.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"