28 августа 2013 г.
«Пире чылайранпа пĕр ыйту канăç памасть. Сăмахран, каçхине аптраса ÿксе васкавлă пулăшу чĕнсен чирлĕ çынсене Канаш хулине е Патăрьелне яраççĕ. Çакна çĕнĕ хуçасем е депутатсем йышăннă-ши? Сăлтавĕ мĕнре?
Медицина пулăшăвĕ тÿлевсĕр, ăна лайăхлатсах пыратпăр тесе нумай çыратпăр, калаçатпăр. Ытти районсене янине вара мĕнле ăнланмалла; Районти тĕп больница тухтăрĕсене эпир кирлĕ мар пулсассăн, ыттисене — кирлĕ-шим;
Халăхсем ыйтнипе, чун-чĕре ыратнипе И.П.Михайлова».
Редакцие иртнĕ кунсенче çакăн пек çыру килчĕ. Унта çĕкленĕ ыйтусем ыттисемшĕн те интереслĕ пулĕ тетпĕр.
Канăçсăрлантаракан ыйтăва район больницин тĕп врачĕ Валентина Алексеевна Озерова уçăмлатрĕ:
— Районти тĕп больница çынсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслес, пулăшу парас тесе ĕçлет. 6 уйрăмра талăкĕпех сипленмелли 79 койка-вырăн, кăнтăрлахи — 18 койка-вырăн тата килте 3 вырăн пур. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерес тесе «Раççей Федерацийĕнчи граждансен сывлăхне упрасси çинчен» 2011 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнчи 323 №-лĕ федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн, 2013 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче «Чăваш Республикинче пурăнакан халăха виçĕ шайри медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен» 353 №-лĕ хушу кăларнă. Районти тĕп больница чирлисене 1-мĕш шайра малтанхи медицина пулăшăвĕ парать.
Патăрьелĕнчи тĕп больницăпа Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕ 2-мĕш (районсем хушшинчи) шайра медицина пулăшăвĕ кÿреççĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больница халăха травматологи-ортопеди, акушерствăпа гинекологи, васкавлă хирурги профилĕсемпе сиплет. Канаш хулин территорисем хушшинчи медицина центрĕнче неврологи, кардиологи, васкавлă хирурги профилĕсемпе кирлĕ пулăшу параççĕ. Пирĕн районта вара инфекци чирĕсемпе аптăракансене сиплеççĕ.
Çакăнпа килĕшÿллĕн пациентсене мĕнле пулăшу кирлине шута илсе ытти районсене сипленме яраççĕ. Районсем хушшинчи центрсенче медицина пулăшăвĕ тÿлевсĕр.
Канашра тата Патăрьелĕнче талăкĕпех анестезиолог-реаниматолог, хирург, травматолог, акушер-гинеколог, неанатолог, терапевт, кардиолог, невролог дежурствăра. Клиникăпа диагностика лабораторийĕ, рентген, функци диагностика уйрăмĕсем талăкĕпех ĕçлеççĕ. Унпа пĕрлех çын сывлăхне тĕрĕслеме унта çĕнĕ йышши тĕрлĕ оборудованисем те пур (компьютер томографийĕ, маммографи, пĕтĕм сосудсен УЗИйĕ, эндоскоп).
«2011—2013 çулсенче сывлăх сыхлавне модернизацилесси» программăпа килĕшÿллĕн районсем хушшинчи центрсенче йывăр операцисене пурнăçлама, хĕрарăмсене ача çураттарма операци блокĕсене, уйрăмсене юсанă.
Чăваш Республикинчи медицинăра çакăн пек йĕрке пулни медицина пулăшăвне вăхăтра, кирлĕ пек пахалăхлă, тÿлевсĕр илме май парать.
Источник: "Каçал Ен"