АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

28 августа 2013 г.

Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех, «Асаново» ЯХПК-ра çеç 20 гектар тулă çапса тĕшĕлемелли юлнă. Хуçалăхсенче пикенсех çĕртме тăваççĕ. Пурĕ 4030 гектар çĕр сухаланă. Ку енĕпе уйрăмах хăш-пĕр хуçалăхсем малта пыраççĕ. Сăмахран, «Урожай» колхоз — 630 гектар, «Дружба» ЯХПК — 450 гектар , «Луч» ЯХПК 250 гектар çĕр хатĕрленĕ. Кĕр тыррисем акма пурĕ 1000 гектар çĕр хатĕр. Ку ĕçе уйрăмах «Востокра» (280 гектар), «Асановăра» (80 гектар), «Изамбаевăра» (140 гектар), «Искра» колхозра (130 гектар) аван йĕркеленĕ.

Ял хуçалăх кооперативĕсем çак кунсенче çĕр улми анисем çине тухаççĕ. Кашни кунпа туллин усă курса «иккĕмĕш çăкăра» пĕр тăкаксăр пухса кĕртесчĕ. Çавăнпа та кирлĕ техникăна хатĕрлесе çитерсе ĕçе ырана хăвармасăр çĕр улми кăларма пикенесчĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика