АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиадăра палăрчĕç

22 декабря 2012 г.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи предметне кăмăллаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унта тăтăшах олимпиадăсем, конкурссем, конференцисем, чăваш чĕлхи эрнелĕхĕсем йĕркелеççĕ.

Нумаях пулмасть районта чăваш чĕлхипе олимпиада иртрĕ. Унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăнса ăсталăхне кăтартрĕç. Тăххăрмĕшсем хушшинче Инесса Михайлова — пĕрремĕш, Валерий Васильев — иккĕмĕш, Ирина Тимофеева виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Саккăрмĕш класра пĕлÿ пухакансем те палăрчĕç: Анна Таборкина — пĕрремĕш, Аида Розова иккĕмĕш вырăнсене алăран вĕçертмерĕç. Людмила Карсакова вара çиччĕмĕшсенчен чи маттурри пулчĕ.

Пултаруллă вĕренекенсене олимпиадăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем — С.Жуковăпа А.Прокопьева хатĕрленĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика