22 декабря 2012 г.
М. Пробкинашăн çĕнĕ кун ирпе ирех пуçланать. Хăшĕ-пĕри ыйхăран та вăранман-ха. Марина Алексеевнăн вара темиçе çухрăмра вырнаçнă фермăна çитмелле. Вăл — «Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕн доярки.
«Вăр-вар пулмасан ним те туса ĕлкĕреймĕн. Ĕçе тухса кайиччен килти выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла, апат пĕçермелле тата ыттине те тумалла», — терĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.
Ĕçе вĕсене автомашинăпа ăсатаççĕ. Унран тăрса юлсан çуранах çитме тивет. Çавăнпа та вăхăтра çул çине тухса ĕçтешĕсемпе пĕрле ĕçе пикенме тăрăшать вăл. «Хыçалтисемпе мар, малтисемпе танлашма тăрăшатăп», — терĕ М.Пробкина.
Мăшăрĕ те, Петр Егорович, кооперативра нумай çул сварщикре тăрăшать. Хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ туслă мăшăр.
«Килти хуçалăхра та ĕне тытатпăр. Сĕтне колхоза паратпăр. Ял çыннине унăн сутăнакан хакĕ çумне çулла субсиди хушса пани витĕм кÿрет», — терĕ тăрăшуллă доярка.
Ĕçлес килсех ĕçлеççĕ «Асаново» ЯХПК дояркисем. Урăхла май та çук. Ĕç укçине вăхăтра тÿлени, унта тăрăшма условисем туса пани, коллектив туслă пулни — çакă мар-и-ха Асанкассисен ăнăçу вăрттăнлăхĕ?
Источник: "Каçал Ен"