24 августа 2013 г.
Чыла-а-ай пулатчĕ район центрне тухса çаврăнманни. Ара, çу кунĕсенче пахча-картара ял çыннишĕн ĕç сахал-им? Ĕлĕкхи пĕлĕшсене курса калаçас, юлашки хыпарсене пĕлес тесе уттартăм пĕр кун Каçал енĕн тĕп лаптăкнелле. Хĕвел сар хĕр пек йăлтăртатса кулать, лăпкă çил варкăшĕ хумăн-хумăн пырса çапать. Çанталăк илемлĕ тăнипе кăмăл та çĕкленÿллĕ. Унта-кунта магазинсене кĕрсе кил-тĕрĕшре кирлĕ япаласем туянтăм, паллакансемпе калаçса чуна ăшăтрăм. Çапла хампа хам хĕпĕртесе пырса «Кĕтне» кафе таврашне çитсе тăтăм. Ай-тур-тур, мĕскер куратăп?! МТС офисĕпе ВТЭК айккинче çÿлелле кармашакан мăянсем хушшине пытанмалăх та пур-тăр. Çакăнта комисси тухма тăватă район çынни килет, курса пĕççине шарт çапаççĕ пуль. Темиçе çул каялла пĕтĕм халăх çÿрекен çĕрте çум курăк каплах ашкăрмастчĕ-çке. Комсомольски ялĕ районшăн тĕп хула вырăннех шутланать те-ха, ял тăрăхĕн хуçисем ăçта пăхаççĕ-ши ара? «У дяди Васи», «Ялкын» магазинсем вара хăйсен лаптăкĕсене яланах тирпейлĕ тытаççĕ. «БиЛайн» офисĕ умĕнчи çум курăксене çак кунсенче çеç тăпăлтарса пăрахнă пулас, çĕнĕ кафе уçнă çĕре «Кĕтне» столовăй умне ашкăракан курăксене çулма та тинех ал çитнĕ иккен.
Çапла пуçа енчен енне сулкаласа тĕлĕнсе тăраттăм, Петĕр тусăма курах кайрăм. «Эй, тупнă мĕнрен тĕлĕнмелли. Эс пирĕн Кабалин микрорайонне пырса курман-ха. Çĕнĕ çуртсем патне йĕркеллĕ çул сарманни çитмен, унта тирпей-илем кĕртес шухăш никамăн пуçне те пырса кĕмест ахăртнех. Ашкăрса ÿсекен мăян-пиçен хушшинче пытанмалла выляма та пулать. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен хăйсен ниушлĕ аллине çава тытма юрамасть; Хуллен-хуллен ĕçрен пиçсе пыратпăр иккен. Такам килсе йĕрке тăвасса хăнăхрăмăр пулас... Урмаелне каякан çул хĕррине тата мĕнле организаци пăхса тăрать-ши? Айккинчи курăка пĕрре çулса кайрĕç те, урăх аса та илмеççĕ. Такам тухса пăрахнă улмуççи тураттисем вара иккĕмĕш уйăх вырăнтан хускалмаççĕ», — терĕ тарăхса пĕлĕшĕм.
Пирĕн тавралăх тирпейлĕ пуласси хамăртанах килет тесе калаçатпăр, анчах хăшпĕр чухне сăмах сăмахпах юлать иккен. Мĕн кансĕрлет-ши район центрĕнче тивĕçлĕ йĕрке тума? Укçа-тенкĕ çитменни-ши е хуçа туйăмĕ çукки? Ытти ялсенче те çавăн пек тирпейсĕрлĕх хуçаланать-ши е апла мар? Çитес кунсенче фотоаппарат çакса тухса çаврăнас шухăш пур-ха.
КĔТНЕ КĔЛПУКĔ.
Источник: "Каçал Ен"