АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штраф виçи 6 хут ÿсет

21 августа 2013 г.

Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çул-йĕр правилисене пăснăшăн паракан мĕнпур административлă штрафсем 500 тенкĕ таран ÿсеççĕ. Ачана автомашинăпа ятарлă креслăсăр илсе çÿренĕшĕн паракан штраф виçи вара 3000 тенкĕпе танлашĕ.

Аса илтеретпĕр, 12 çула çитичченхи ачасене транспортра вĕсен ÿсĕмĕпе, йывăрăшĕпе шайлашакан ятарлă креслăпа е хăрушсăрлăх пиçиххийĕ пулăшнипе ытти хатĕрпе çирĕплетсен çеç илсе çÿреме юрать. Малти ларкăч çинче вара — автокреслăпа кăна.

Асăннă штраф виçине пысăклатни ирĕксĕр тăвакан утăм тесе шутлаççĕ экспертсем, саккуна хытарни çул-йĕр культурине ÿстерме пулăшасса шанаççĕ. Çакă пин-пин ачан пурнăçне çăлнипе пĕрлех çул-йĕр участникĕсен çĕнĕ ăрăвне тĕрĕс воспитани пама пулăшĕ.

 

Н.ТУМАЛАНОВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика