АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи номер: 112

21 августа 2013 г.

Кăçалхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнчен Раççейре васкавлă службăсене хăвăрт чĕнсе илмелли пĕрлехи номер çинчен калакан саккун вăя кĕнĕ. Вăл — 112 (Америкăри 911 тата Европăри 112 номерсен тĕслĕхĕпе).

Асăннă номерпе халĕ кĕсье телефонĕпе кăна мар, пÿлĕмри (стационар) телефонпа та васкавлă пулăшу паракан службăсене шăнкăравлама пулать. Унччен сăнав майĕпе ку номерпе темиçе регионра, çав шутра — Чăваш Енре, пĕр-пĕр пăтăрмах çинчен е полицие, е Чрезвычайлă лару-тăру министерствин регионри управленине, е «Васкавлă медицина пулăшăвĕ» учрежденине пĕлтернĕ. 112 службăн модельне йĕркелеме хăй вăхăтĕнче Канаш хулине суйласа илнĕ.

Регионсенчи сăнав ăнăçлă иртнĕ. Ку вырăна çитмелли вăхăта чылай чакарма май панă: васкавлă службăсенне — вăтамран 15 минут, коммуналлă хуçалăхсенне — 2 сехет. Чĕннĕ вырăна хăш службăн маларах çитмеллине шăнкăравлакан мар, специалист палăртать.

Кунсăр пуçне электрон тытăм çитерекенĕн номерне тата вăл ăçтан шăнкăравланине «ăсра» тытса юлать. Малтанхи «012», «02», «03», «04» номерсем те çĕнĕ тытăм ĕçлесе кайиччен, 2017 çулччен — вăйра пулĕç.

С.ЮРЬЕВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика